Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ эрнере Шăхасанти культура çуртĕнче Канашри муниципаллă округăн 2023 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрлехи тĕлпулура çавăн пекех кăçал пурнăçламалли тĕллевсене те палăртса хăварнă.

Официаллă пай пуçланиччен пысăк делегаци салари Çĕнтерÿ паркне çитсе килнĕ, çав йышра шкул ачисем те пулнă. Вĕсем Тă- ван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хăйĕн докладĕнче кашни отрасльти курăмлă çитĕнÿсене уçăмлатнă, çак ырă улшăнусем малашлăхра лайăх кăтартупа ĕçлесе пыма хавхалантарассине каланă. Мероприятире çавăн пекех кашни отрасльти чи ăста специалистсене ятарлă номинацисенче те уйрăммăн палăртса хăварнă.

Доклада Канаш тăрăхĕнче пурăнакансемпе пĕрле Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, регионти транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов итленĕ. Хăнасем хăйсен енчен сăмах тухса каланă май залра ларакансен ыйтăвĕсем çине те хуравланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *