Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕршывра çĕнĕ Наци проекчĕсем вăя кĕрĕç

Çĕршывра çĕнĕ Наци проекчĕсем вăя кĕрĕç

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне Çырупа тухнă.

Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн Президент çак формăпа çулсерен çĕршыври лару-тăрăва уçăмлатать, патшалăхăн шалти тата тулаш политикин тĕп енĕсем çинчен каласа кăтартать. Хăйĕн сăмахĕнче патшалăх ертÿçи çĕршыври ĕç-хĕле хак парать, малашлăхри тĕллев- сене палăртать.

Ĕнерхи Çырура Раççей Президенчĕ çĕршывăн стратегиллĕ тĕллевĕсене уçăмлатнă. Раççей кирек мĕнле чĕнĕве те çирĕп хирĕç тăма пултарнине палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшакан хастарсене тав тунă.

Министрсен кабинетне вырăс чĕлхине аталантарас енĕпе йышăннă тĕнче шайĕнчи программăсене укçа-тенкĕпе ытларах тивĕçтерме хушнă. Çемьесен тĕп хаклăхĕ _ ача çуратасси, нумай нациллĕ халăхăн йышне ÿстерсе пырасси пулнине палăртнă. Раççейре çитес вăхăтра «Çемье» Наци проекчĕ вăя кĕрессине каланă. Амăшĕн капиталĕ программăна 2030 çулччен тăсма сĕннĕ.

Владимир Путин пур шкулта та медицина кабинечĕсем уçма ыйтнă. 2025 çултан пуçласа совет саманинче хута янă ача сачĕсене тĕпрен юсамалли программăна старт парасси çинчен каланă. «Раççей çамрăкĕсем» Наци проектне пуçарса ярассине пĕлтернĕ. 2030 çулччен Раççейре 40-е яхăн студентсен хулисене хăпартма палăртнă, çак тĕллевпе 400 миллиард тенке яхăн укçа уйăрĕç.

Президент пысăках мар бизнеса кредит историне япăх витĕм кÿмесĕр пилĕк çулта пĕрре çур çуллăх кредит каникулĕсем пама хушнă. Пысăк хăвăртлăхлă интернета аталантарма 116 миллиард тенкĕ уйрăссине пĕлтернĕ.

2025 çултан «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçлеме тытăнĕ, унта хутшăнас текенсене 1 миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç. Президент хушăвĕпе вăрмансемпе парксене чĕртсе тăратассипе те ятарлă программа хатĕрлĕç, вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракансен шалăвне ÿстерĕç.

Çитес вăхăтра «Паттăрсен вăхăчĕ» кадрсен программине старт парĕç, унта ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр салтаксем кĕрĕç. Çырура Владимир Путин çĕршыв халăхĕн пурнăç пахалăхне ырă витĕм кÿрекен ытти чылай ене те уçăмлатса хăварнă. Вĕсемпе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *