Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вĕсем халăхшăн ĕçлеççĕ

Вĕсем халăхшăн ĕçлеççĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх — çынсене çывăх власть. Ку сферăра тăрăшакансем халăхшăн ĕçлеççĕ, кулленхи ыйтусене татса пама, пурнăç шайне лайăхлатма ăнтăлаççĕ.

Шăпах çак шухăшсем янăрарĕç те çак кунсенче районти культура çуртĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятире.

Унта хаклă хăнасем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн А. Владимировăн пулăшуçи Олег Галкин, РФ ШĔМĕн Канашри муниципаллă округри уйрăмĕн начальникĕ Геннадий Лаврентьев, муниципаллă служба ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Уява муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов уçрĕ. Вăл çак уявăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, пуçтарăннисене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Вырăнти влаç органĕсене тата ветерансене саламланă май вĕсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланине, кунсерен халăх пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса панине палăртрĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансенчен чылайăшĕ хăйсен ĕçĕнче лайăх кăтартусем тăваççĕ, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Чи тăрăшуллă та пултаруллă ĕçченсене уяв мероприятийĕнче тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе чысларĕç, пурне те ĕçре малашне те малти ретре пулма, шанса панă тивĕçсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пыма сунчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *