Главная > Публикации > Пысăк çитĕнÿпе таврăннă

Пысăк çитĕнÿпе таврăннă

Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче Маст-рестлинг енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ.

Унта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Çак йышра Канаш енĕн маттур атлечĕсем те пулнă.

90 килограмлă виçере Егор Дегтярев ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Дмитрий Архипов та ăмăртуран пĕрремĕш вырăнпа таврăннă, вăл 125 килограмран йывăртарах виçе категорийĕнче тупăшнă. Ăмăртăва спортсмена Алексей Атласкин ăста тренер хатĕрленĕ.

Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи тупăшару тивĕçлĕ хÿтĕленĕ ентешсене саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *