Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче чăваш тĕррин кунне уявлаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулта ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн пур учрежденире те чăваш тĕррипе çыхăнтарса тĕрлĕ курав тата мероприяти йĕркелеççĕ. Паллă тĕрĕ ăстисемпе тĕл пулусем тата калаçусем иртеççĕ.

Чăваш тĕрри – тăван халăхăн мĕн авалтан упранса çирĕпленнĕ тупри. Тĕрĕре халăх ал-ĕç йăлине, ун ăс-хакăл пуянлăхне, ĕçченлĕхне сăнарлать. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та, чă-ваш тĕррин илемĕ пире паянхи кун та илĕртет. Эрешсене пăхнă чухне тарăн шухăша каятăн. Чĕрере савăнăç, ырă туйăмсем çуралаççĕ. Ку ĕçе ватă асаннесемпе кукамайсенчен вĕренсе юлнă. Тĕрĕре пурнăç хăйне евĕрлĕхĕ те, çут çанталăк илемĕ те пур. Кашни тĕрĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла майпа вун-вун çĕнĕ эреш çуралать. Чăваш халăхĕн тĕрри те хитре, ташши-юрри те илемлĕ. Çĕр пин тĕрĕ тĕнчи тесе ахальтен каламан ĕлĕкех чăвашсем пирки.

Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчемелле, вĕсене упрама вĕренмелле. Пирĕн тăрăхра та тĕрĕ ăстисем пур. Хĕресле тата майралла тĕрĕсене тĕрлеме пĕлмен хĕрарăм çук та пулĕ. Халĕ тата алмаз тĕррипе нумайĕшĕ ĕçлеççĕ. Хатĕр çаптарка çине çутă шăрçасем çыпăçтарса сăн ÿкерчĕке илемлетеççĕ. Анчах чăн-чăн чăваш тĕррине тĕрлеме пĕлекен ăстасем паянхи кун вара сахал.

Уяв çывхарса пынă май Маргарита Ксенофонтова (Николаева) пирки ырă та ăшă сăмахсем çырас килет. Маргарита Ивановна 1964 çулхи çурла уйăхĕнче Пушарпуç ялĕнче çуралнă. Кунтах вăтам пĕлÿ илнĕ, малалла хулана вĕренме кайнă. Вăрнар тăрăхĕнчи Кушар-Юнтапа ял каччипе Владимир Иванович Ксенофонтовпа пĕрлешнĕ. Ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă. Çулсем иртнĕ май вĕсене пурнăç сукмакĕ Канаш тăрăхне, Маргарита Ивановнăн тăван ялне çавăрса килнĕ.

Хуларан яла килсе кил-çурт çавăрчĕç вĕсем. Паянхи кун мăшăрĕпе çак йăвара шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕрре те ахаль лармаççĕ. Пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Вĕсен кил хушшинче илемлĕ чечек клумбисем уйрăмах куçа илĕртеççĕ. Тĕрлĕ сортлă виноград йăтайми çырла айĕнче ларать.

Маргарита Ивановна пушă вăхăтра çыхма, тĕрлеме юратать. Пÿртне кĕрсен хăвна музея лекнĕнех туятăн. Йăлтах Ритта тĕрлесе илемлетнĕ эрешсем. Иртнĕ сулсенче унăн чăн-чăн чăваш тĕррине тĕрлес туртăм çуралчĕ. Авалхи эрешсене пăхса, амăшĕн сурпанĕ тăрăх çĕнĕ сурпан çĕлесе тата тĕрлесе хатĕрлерĕ. Фольклор юррисем шăрантарма хушпу, ум çакки туса тăхăнчĕ. Çавăн пекех кĕпе, саппун аркисем тĕрлесе илемлетрĕ. Çар ретне тăнă салтаксем валли «Сыхлăх хатĕрĕ» акцине хутшăнса салтак тутрисем тĕрлерĕ. Евгения Жачеван «Чăваш тĕрри» (Чувашская вышивка) кĕнеки тăрăх ĕлĕкхи эрешсен тупсăмне ăнланма тăрăшрĕ.

Ялти вулавăш çуртĕнче «Ача-пăча» кружок ĕçлет. Унта кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекен ачасем çÿреççĕ. Кружока çÿрекен ачасене тĕрĕ ĕçне вĕрентме урок та ирттерет. 2018 çулта Шуркасси клубĕнче «Аслут» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Ушкăнта Маргарита тÿпи пысăк. Вăл репертуар валли çĕнĕ юрăсем тупса хатĕрлет. Çак илемлĕ юрăсене вара Маргарита Ивановна мăшăрĕ Владимир Иванович купăспа выляса илемлетет, «Аслут» ушкăна юрлама вĕрентет.

Владимир Иванович купăс калама çав тери ăста. Вăл мĕн ачаранпах çак музыка инструментне алăран ямасть. Унăн аллинче купăс сасси шăнкăрав сасси пек янăрать. Ахальтен мар «Аслут» ушкăн артисчĕсем хаваспах юрлама çÿ-реççĕ. Маргаритăпа Владимир çуллахи ăшă каçсенче хапха умне тухса лараççĕ те юрăсем шăрантараççĕ. Илемлĕ кĕвĕ илтĕннĕ çĕре ĕлĕкхи пек, пирĕн ватă асаттесемпе асаннесем пек, вăйă картине васкас килет. Чун чăтмасть вара, вĕçтеретĕп çумри яла, Ксенофонтовсем патне хăнана. Хапăл туса кĕтсе илеççĕ вĕсем хăнасене. Маргарита пире хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хăналать. Вăл апат-çимĕç, кукăль тавраш пĕçерме те çав тери ăста.

Кăçал февраль уйăхĕнче Владимир Ивановичăн юбилейне паллă турăмăр. Юбилейпа саламлама ăна хăй çуралнă ялтан (Кушар-Юнтапаран) паллă «Алтăр-çăлтăр» ушкăн четвертпе тата шăрттанпа килсе çитрĕ. Эх, шăранчĕ те вара юрă-кĕвĕ. Сак çинче чăтса ларма çук, сике-сике тухатăп юрлама та ташлама.

Чăваш тĕррин кунĕпе эпир Маргарита Ивановнăна саламлатпăр! Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçлансах пыччăр. Ал ĕçĕсем ăнсах пулччăр. Мăшăрĕпе иккĕшне те çирĕп сывлăх сунса тав сăмахĕ калатăп. Мĕн ватăличчен алла-аллăн тытăнса, килĕштерсе, савăнса, çумма-çуммăн утмалла пултăр.

Людмила ФИЛИППОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *