Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Çур аки ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пырать

Çур аки ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пырать

Канаш тăрăхĕнче çур аки кунран-кун вăй илет. Çанталăкăн вылянчăк кăмăлĕ унăн хăвăртлăхĕ çине витĕм кÿрет пулин те пур ĕç те малтанласа палăртнă планпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Кăçал округри ял хуçалăх ĕçченĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12 пин ытла гектар çинче акса хăвармалла. Хальхи вăхăт тĕлне çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе виçĕ пин ытла гектар çинче пурнăçланă (планăн çирĕм ытла проценчĕ).

Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пăрçа акаççĕ, унăн лаптăкĕ унта 130 гектар йышăнмалла. Çавăн пекех фермерăн 120 гектар çинче — урпа тата 100 гектар çинче рапс шăтса тухĕ. Кĕрхисене пĕлтĕр 200 гектар çинче акса хăварнă (150 гектар — тулă, 50 гектар — ыраш). Вĕсене йăлтах апатлантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *