Понедельник, 20 мая, 2024
Главная > Публикации > Тăванла вил тăприне йĕркене кĕртнĕ

Тăванла вил тăприне йĕркене кĕртнĕ

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Канашри «Çамрăк гварди» хастарĕсем хула масарĕ çинчи тăванла вил тăпри çине çитсе килнĕ.

Вĕсем 7-мĕш номерпе тăракан тăванла вил тăприне çÿп-çапран тасатнă, асăну плити çинчи хушаматсене сăрăпа сăрласа çĕнетнĕ. Палăртнă вырăнта Канашри эвакогоспитальте сипленнĕ йывăр аманнă салтаксене пытарнă.

Çак сăваплă ĕçе туса ирттерме волонтерсем çулсеренех хутшăнаççĕ, вил тăприне юхăнма памаççĕ.

Пĕлме, Канаш хулин масарĕ çинче — 11 тăванла вил тăпри, унта пирĕн тăрăхра сипленнĕ, анчах та йывăр суранĕсене пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă 377 салтака пытарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *