Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Ялав кунне уявланă

Ялав кунне уявланă

Раççейре çулсерен çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне уявлаççĕ. Çак куна халалласа районти Культура çуртĕнче «Раççей ялавĕ — пирĕн символ та пуянлăх» ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Пуçтарăннисене администраци пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ тата çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Лариса Сергеева тата ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕн председателĕ Сергей Иванов саламланă. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, «Искорка» ача садне çÿрекенсем тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем юрри-ташшипе савăнтарнă.

Ачасемпе çитĕннисем тĕрлĕ тематикăлла занятисене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă, çав шутра: хут çĕлен тăвассипе ăсталăх класĕ, «Хăвăн Тăван çĕршывна сĕртĕн» акци, асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ.

Уява вĕçлесе «Раççей триколорĕ» флешмоб иртнĕ. Унта пуçтарăннисем пурте хутшăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *