Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Ентешĕн ырă ятне асăнса

Ентешĕн ырă ятне асăнса

Канашра, ачасен пултарулăх çурчĕн спорт залĕнче, сĕтелçи теннис енĕпе уçă турнир иртнĕ. Ăна Чăваш Ен ырлăхĕшĕн общество ĕçĕнче пысăк тÿпе хывнă Сергей Прокопьевăн ырă ятне асăнса йĕркеленĕ. Кăçал пуçласа иртнĕ ăмăртăва хула ертÿлĕхĕ тата тăванĕсем малашне те çирĕп тытса пыма тĕллев лартнă.

Сергей Васильевич Чечен вăрçи витĕр тухнă паттăр салтак пулнă. Çавна май турнира ăста спортсменсемпе пĕрле çарти юлташĕсем те йышлăн хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче Сергей Прокопьева сĕтелçи теннис вăййине явăçтарнă пĕрремĕш тренер Виталий Глинкин та тухса калаçнă.

Астăвăм турнирне пĕтĕмпе 30 спортсмен хутшăннă. Вĕсем Мускавран, Шупашкартан тата республикăри тĕрлĕ округран килсе çитнĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парне тата медальсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *