Пятница, 21 июня, 2024
Главная > Публикации > Пĕрле пулассине ырласа йышăннă

Пĕрле пулассине ырласа йышăннă

Республикăра виçĕ хула çумне виçĕ округа пĕрлештерессипе уçă калаçу пырать. Çак йышра Канаш хулипе Канашри муниципаллă округ та пур. Çынсен шухăшне шута илес тĕллевпе экспертсем халăх хушшинче ыйтăм ирттереççĕ, çÿлерех асăннă ыйтăва пĕрлехи тĕлпулусенче сÿтсе яваççĕ.

Канаш хулинче ку ыйтупа халăх итлевĕ ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ. Пухăннисем, хула админис- трацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, икĕ муниципалитет пĕрлешессине, çĕнĕрен туса хуракан муниципалитет йĕркеленĕвне муниципалитет округĕн статусĕпе «Канаш муниципалитет округĕ» ят парассине ырланă — депутатсене хула пухăвне çакнашкал йышăну тума сĕннĕ.

Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем асăннă ыйтăва татса пама тунтикун пуçтарăннă. Халăха хулапа округ пĕрлешес ыйту хумхантарни куçкĕрет. Администраци представителĕсем палăртнă тăрăх, пĕрлешнин ырă кăтартăвĕсене уçăмлатнă хыççăн çынсем икĕ муниципалитет пĕрле пулассипе килĕшнĕ.

Халăх итлевĕ вăхăтĕнче тухса калаçакансен йышĕнче округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова та пулнă. Халĕ унăн шухăшĕпе паллашар:

— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Саккунсене те ĕмĕрлĕхе йышăнман. Вĕсене вăхăт иртнĕ çемĕн çĕнетеççĕ тата улшăнусем кĕртсе пыраççĕ. Хулапа округа пĕрлештерсе пĕр йыша чăмăртассине вара самана таппипе килĕшсе тăракан пулăм тесе шутлатăп. Улшăнусенчен пирĕн хăрамалла мар, вĕсем хăйсем пирĕнтен шикленсе тăччăр.

Çĕршывра çакнашкал реформа Чăваш Енре тата Канаш тăрăхĕнче пуçласа иртмест. 2021 çултан пуçласа Мускавпа Чулхула облаçĕсем, Перьмпа Ставрополь крайĕсем, Удмурт Республикипе тата ытти чылай регион вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ формипе ĕçлесе кайнă та ĕнтĕ. Çак йыша кÿршĕллĕ Тутарстан Республики те кĕме кăмăл тунă. Округпа хулана пĕр йыша чăмăртани ял-салара пурăнакансен пурнăçне ырă енне улăштарасса шанатăп. Ыттине вара, чăн та, вăхăт кăтартса парĕ, _ тенĕ Татьяна Сергеевна.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *