Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ветеринар заявкăпа килсен Сĕтпе аша, эс, ытларах илен

Ветеринар заявкăпа килсен Сĕтпе аша, эс, ытларах илен

Чăн та, çак сăмахсене хирĕçлеймĕн. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине е ветеринари участокне заявка хăварсан, ветеринар ял хуçалăх предприятине кăна мар, хушма хуçалăхра ĕне усракан уйрăм çын патне те ăратлă вăкăрăн вăрлăхĕпе килсе çитме пултарать.

Çак тĕллевпе вĕсене ятарлă автомашинăпа тивĕçтернĕ. Ерттерме хатĕрленекен выльăх сывлăхне тĕрĕслеме специалистсене узи аппарачĕ илсе панă. Вăкăр вăрлăхне азот шĕвекĕ янă ятарлă савăтра упраççĕ. Кашни парттине илсе килнĕ хыççăн лабораторире тĕрĕслесе хак параççĕ.

Выльăха мĕнле йăх ăрачĕпе ерттерессине заявка хăваракан çын хăй суйласа илме пултарать. Кама калăпăр, тына пăру илсен, сĕт ытларах антараканни кирлĕ, тепри, çут тĕнчене вăкăр килсен, ăна аш валли самăртасшăн пулĕ. Çакнашкал ыйтусене ветспециалистпа вырăнта, çула тухиччен сÿтсе яваççĕ.

Аснă ĕнене ĕлĕкхилле вăкăр патне çавăтса кайма хăнăхнă çын калама пултарĕ: «Мĕн тума кирлĕ çакнашкал аппаланма, кÿршĕсен вăкăрĕ лайăх ерттерет, икĕ хутчен кайни пачах та пулман». Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ, тĕрĕссипе каласан, çакнашкал принциппа пурăнать. Эппин, пирĕн вĕсен шухăш-кăмăлне улăштармаллах.

Ма тесен, выльăха искусственнăй майпа ерттернин ырă енĕ питĕ нумай. Чи малтанах выльăх-чĕрлĕхĕн лайăх генофончĕ сыхланса юлать. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ял хуçалăх продукцине те ытларах парать. Çавна май сĕтпе аш-какай сутса илекен тупăш виçи те ÿсет.

Çав вăхăтрах выльăхăн сывлăхне сыхласа хăварма пулать. Мĕншĕн тесен пĕр вăкăр патне ĕнесене ялĕпех çавăтса çÿресен вĕсем инфекци чирĕсемпе чирлесе каяс хăрушлăх пур. Вăкăрĕ, калăпăр, сывă пулсан та риск тени пур-пĕр сыхланса юлать. Кун пек чирсенчен ĕнесене сыватасси вара питех те тăкаклă.

Искуственнăй майпа ерттерме килнĕ ветеринар (ĕнене пĕтĕлентериччен) унăн сывлăхĕпе паллашать, узи аппарачĕ улшăнусем кăтартсан — ăна сиплет. Сывалса çитсен тин яваплă процедурăна туса ирттерет.

Ялти вăкăрăн ĕнесене выльăх-чĕрлĕхĕн «тăванла» генне «парнелес» витĕм пур. Кун пек чухне пăру имшер çуралать, ÿт хушас вырăнне çамрăклах хытса юлать. Ăратлă вăкăр вăрлăхне ятарласа аякран илсе килни çакнашкал пулăмран сыхлать. Искуственнăй меслетпе ерттерсе илнĕ пăру çÿллĕ, кĕрнеклĕ тата сывă çитĕнет.

Тепĕр тесен, выльăха искусственнăй майпа ерттерни питех те çăмăл тата меллĕ меслет. Аснă ĕнене ятарласа вăкăр патне çавăтса каймалла мар. Ветеринарсене шăнкăравласа заявка хăвар та хăйсемех киле пырса каяççĕ. Пур процедурăна та пысăк квалификаципе пурнăçлаççĕ. Хăйсен ĕçĕ çине гаранти те параççĕ.

Çав вăхăтрах ветспециалистсем аснă ĕнене ерттериччен тата ун хыççăн ăна лăпкăлăхра тытмалли çинчен калаççĕ. Выльăх çине кăшкăрни, çапса хăратни ăна стреса кĕртсе ÿкерет. Кун пек чухне, гармонсене пула, вăрлăхăн яйцеводра куçас хăвачĕ чакать, ветеринарăн ĕçĕ те харама кайма пултарать.

Ветеринар сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса пырсан, ĕне аснине вăхăтра сиссе çийĕнчех заявка хăварсан — çирĕп тата сывă пăру илес пĕтĕм шанăç пур. Кун пек чухне ĕне сывлăхĕшĕн те пăшăрханма кирлĕ мар.

Канашри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем ĕнесемпе пушмак пăрусене — вырăнта тата заявкăпа кил хуçалăха тухса та искусственнăй майпа пĕтĕлентерме пултараççĕ. Кун пек чухне пĕр ĕнешĕн 2411 тенкĕ те 92 пус тÿлемелле пулĕ. Çак хака машина çула тухни, ветеринар ĕнене тытни, унăн клиника тĕрĕслевне туса ирттерни, консультаци пани, искусственнăй майпа ерттерни тата расхут материалĕсем (вата, пĕр хутчен тăхăнмалли перчетке, зоошприц, спирт, азот шĕвекĕ, ăратлă вăкăр вăрлăхĕ) çине тунă тăкак кĕрет. Енчен те ветеринара çынсем хăйсен автомашинипе илсе кайса килсен çак ĕç хакĕ 1849 тенкĕ те 97 пуспа танлашĕ.

Выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ хыççăн ветеринарсем кил хуçине ятарлă документ параççĕ, унпа çынсем вăкăр вăрлăхне туянса тунă тăкака патшалăхран субсиди илсе саплаштарма пултараççĕ. Пирĕн республика уйрăм хушма хуçалăх тытакансене вăрлăх хакĕн 70 процентне бюджетран каялла тавăрса парать. Енчен те çын самозанятый формăпа регистрациленнĕ пулсан, çăмăллăхсен виçи тата та ÿсет. Патшалăх вĕсене вăкăр вăрлăхĕшĕн тунă тăкаксене кăна мар, ытти пĕтĕм расхутăн 90 процентне саплаштарать.

Пирĕн округра ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа ерттересси хальхи вăхăтра 71 процентпа танлашать, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 47 процент, ял халăхĕ хушшинче — 32 процент.

Выльăха ерттерессипе округра 6 пункт ĕçлет, вĕсенче хальлĕхе 341 ĕнепе пушмак пăрăва пĕтĕлентернĕ. Çав вăхăтрах ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕ Канашри ветеринари станцийĕнче, Аччари, Вăтапуçĕнчи, Кипечри, Чакаçри, Кăшнаруйĕнчи ветеринари участокĕсенче упранать. Ку енĕпе асăннă вырăнсенче ятарлă специалиста çирĕплетнĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа ерттерссипе çыхăннă ыйтусене 2-19-87 е 2-35-71 телефонсемпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать. Çавăн пекех вырăнти ветеринари участокĕсене пырсан канашпа кăна мар, ĕçпе те пулăшма пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *