Понедельник, 17 июня, 2024
Главная > Публикации > Вĕренÿ отличникĕсене чысланă

Вĕренÿ отличникĕсене чысланă

Шăхасанти культура çуртĕнче вĕренÿре «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкерсе пыракан пултаруллă çамрăксене чысланă.

Отличниксен слетне Канаш тăрăхĕнче кăçал пуçласа йĕркеленĕ. Унта пĕтĕмпе 283 ачана йыхравланă. Вĕсем 2-мĕш клас-ран пуçласа 10-мĕш класра вĕренекенсем.

Слета вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева уçнă, ачасене çак курăмлă çитĕнÿпе саламланă, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне тав тунă. Унтан кашни отличника Тав хучĕ парса чысланă, çуллахи канăва усăллă ирттерме ăнăçу суннă.

Ÿкерчĕкре: Вăрăмпуç шкулĕнче «5» паллăсемпе вĕренсе пыракансем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *