Пирĕн республикăра кăнтăр енчи районсем суханпа мĕн ĕлĕкрен тухăçлă ĕçленĕ. Ку енĕпе вĕсем халĕ те пысăк ÿсĕм тăваççĕ. Севок суханăн уйĕсем унта çулсерен витĕмлĕ лаптăк йышăнаççĕ.
Сухан туса илесси халĕ канашсемшĕн те çĕнĕлĕх мар. Çак пахча-çимĕçпе пирĕн тăрăхра «Канмаш» агрофирма ĕçлет. Севок сухана çĕр ĕçченĕсем пĕлтĕр вăрăран пуçласа акнă. Унăн лаптăкĕ Катек ялĕ çывăхĕн-чи уйра 10 гектар йышăннă.
Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин пĕлтернĕ тăрăх, сухан анине çу каçипе пĕрре мар çумланă тата шăрăх кунсенче тăтăшах шăварса тăнă. Тăрăшни, чăн та, сая кайман, «канмашсем» кашни гектартан 120 центнер сухан пуçтарса кĕртнĕ. Паллах, пысăк чăмăрлине мар, килес çул тепĕр хутчен лартса çимĕç тумаллискерне.
Агрофирмăра пĕлтĕр вăрăран туса илнĕ севок суханăн вăрлăхне çак кунсенче лартса хăварнă та ĕнтĕ. Унăн лаптăкĕ 9 гектар йышăннă.