Вторник, 22 октября, 2024
Главная > Публикации > Агрослетра — чи хастар çамрăксем

Агрослетра — чи хастар çамрăксем

Иртнĕ канмалли кунсенче Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртнĕ. Унта Канаш муниципаллă округ çамрăкĕсен туслă команди те хутшăннă.

Кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ слета 1,5 пин ытла çамрăк хутшăннă. Республикăри пур округра ял хуçалăх ĕçне аталантарас, çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртес, волонтер, патриот тата çутĕç енĕпе тĕрлĕ проектсемпе ĕçлес кăмăллă вĕренекен тата ĕçлекен çамрăксем агрослета хаваспах пуçтарăннă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак мероприятие хула округĕсем, çамрăк çемьесем те хутшăннă, çавăн пекех республика тулашĕнчен те хутшăнас кăмăллисем пур.

Слета палаткăсен лагерĕ пек йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансене валли вĕренÿ тата культура енĕпе интереслĕ программа хатĕрленĕ. Хăнасем «Агротуризм», «Ялти кадрсем», «Патшалăх службинчи амазонкăсем», «Телейлĕ çемье» тата «Экокультура» дискусси лапамĕсене хутшăнса тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçнă.

«Дискусси лапамĕсем йĕркелесе эпир бюрократинчен пăрăнма, май пур таран уçă диалог йĕркелеме тăрăшрăмăр. Ял çыннисене илтни, вĕсен тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсене ăнланни пĕлтерĕшлĕ. Слета федераллă шая кăларма тăрăшăпăр. Тепĕр çул ăна татах та анлăрах, ытти регионсен представителĕсене йыхравласа ирттерме планлатпăр», — пĕлтернĕ Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Спорта юратакансемшĕн те агрослет питĕ интереслĕ пулнă. Вĕсем спартакиадăна хутшăнса тĕрлĕ енлĕн тупăшнă: кире пуканĕ çĕкленĕ, канат туртнă, волейболла вылянă, чăрмавсен ярăмĕ витĕр тухнă тата ытти те. Кăçал спартакиадăна çĕнĕлĕх кĕртнĕ: унта хутшăнакансем квадроциклпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнса та тĕлĕнтернĕ.

Кашни муниципаллă округ хăйĕн «картишне» йĕркеленĕ. Канаш ен делегацийĕн «Çамрăксен урамĕ» «картишĕ» хăйнеевĕрлĕхĕпе пурне те илĕртнĕ.

«Чечеклен, Чăваш Ен» питомникăн хуçи Марина Алексеева полиротангран кашпо тăвас енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи нумай ачаллă Филипповсем те агрослета хутшăннă. Вĕсен çемйинче 10 ача çитĕнет, вĕсем пурте вĕренÿре малта пыраççĕ, тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ.

Çамрăк предприниматель Сергей Иванов хăнасене хăй аллипе йывăçран касса кăларнă оберегсем парнеленĕ. Сергей Сергеевич «Атте тунă» брендпа ĕçлет. Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть унăн проекчĕ Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Ялти çамрăк усламçăсем» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Экокĕтесре округра иртекен экологи проекчĕсемпе тата акцисемпе паллаштарнă, çÿп-çапа уйăрса пуçтармалли çине тимлĕх уйăрнă.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх Канаш муниципаллă округĕ «Делегаци вырăнĕн чи лайăх тематикăлла йĕркелĕвĕ» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *