Главная > Публикации > Çулсене юсаса çĕнетеççĕ

Çулсене юсаса çĕнетеççĕ

«Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе «Шупашкар — Сăр» автоçула тĕпрен юсасси малалла пырать. Ку трасса регионшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл республикăн тĕп хулине кÿршĕ регионсемпе çыхăнтарать, М-12 çул патне илсе пырать.

«Кашни кун ку трасса тăрăх 10-12 пин автомобиль иртет, канмалли кунсенче иртекен машинăсен шучĕ 20 пине те çитет. Пĕлтĕр çулăн 9 участокĕнче ĕçсем пурнăçланăччĕ, пĕтĕмĕшле 25 çухрăма йĕркене кĕртнĕччĕ. Кăçал юсав ĕçĕсене малалла тăсма планлатпăр», — пĕлтерет ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров.

Ĕçсене пурнăçланă чухне «Воддорстрой» ООО ĕçченĕсем 3D- тытăмпа тивĕçтернĕ çул-йĕр строительствин техникипе усă кураççĕ. Ку ĕçсене çăмăллатма тата хăвăртлатма пулăшать. «Шупашкар — Сăр» çула йĕркене кĕртни ун тăрăх пĕр вăхăтра пыракан машинăсен шутне ÿстерме, çула тухакансене хăтлăрах условисенче пыма, çул çинчи аварисен шутне чакарма пулăшать.

«Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патăрьел муниципаллă округĕнче те «Нурăс – Патăрьел — Елчĕк» регион трассин пĕр участокне юсанă. Ку — кăçал Чăваш Енре çак проектпа усă курса вĕçленĕ пĕрремĕш объект. Çанталăк лайăх тăнине кура çак участокри ĕçсене хăвăрт пурнăçлама май килнĕ: асфальтăн кивĕ сийне хырса илнĕ, çĕнни сарнă, çул хĕррисене çирĕплетнĕ, разметка тунă.

Кăçал республикипе «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе çулсен 25 участокне тата 3 искусствăлла сооружение çĕнетме палăртнă. Ку ĕçсене пурнăçлама пурĕ 1,5 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *