Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ спорт лапамĕ хута кайнă

Çĕнĕ спорт лапамĕ хута кайнă

Çак кунсенче Катек шкулĕ ĕçлеме пуçланăранпа 139 çул çитнĕ. Пĕлÿ çурчĕн çуралнă кунĕнче шкулта çĕнĕ спорт лапамĕ хута кайнă.

Вăл _ нумай функциллĕ. Унта пĕр вăхăтрах футболла, баскетболла тата вăлейболла выляма пулать. Унтах ачасем ГТО нормативне мĕнлерех тултарнине хакламалли снарядсем те пур.

Строительсем шкул картишне те йĕркене кĕртнĕ. Тротуарсем сарнă, çутă хатĕрĕсем вырнаçтарнă, шкул тавра карта тытса çаврăннă. Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме бюджетран 12 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă пулнă.

Хальхи вăхăтра Катек шкулĕнче 70 ача пĕлÿ пухать. Вĕсене 14 вĕрентекен ăс парать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкултан икĕ «кĕмĕл» медалист вĕренсе тухнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *