Суббота, 26 октября, 2024
Главная > Публикации > Халăхпа – куçа-куçăн

Халăхпа – куçа-куçăн

Юнкун Чăваш Енре пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Информушкăн хастарĕсем Канаш тăрăхĕнчи ялсене те çитсе килнĕ. Вĕсем хальхинче Ухман, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтапуç, Ямаш салисенче тата Çĕнĕ Шелттем, Катек, Вăтакас Татмăш, Çеçпĕл ялĕсенче пулнă.

Пĕрлехи калаçăва Чăваш Енри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн мнистрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Шурчанов, Канашри муниципаллă округăн депутатсен пухăвĕн депутачĕсем хутшăннă.

Халăхпа вĕсем вырăнтан çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухас ыйтăва сÿтсе явнă, Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн тăхăр уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тата ял хуçалăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пăхса тухнă. Кайран çынсен харпăр хăй ыйтăвĕсем çине те хуравланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *