Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Унăн ĕçĕ пархатарлă та сăваплă

Унăн ĕçĕ пархатарлă та сăваплă

Ватлăхра шăпа çынна темĕн патне те илсе çитерет. Пĕри мăшăрсăр, ачи-пăчисĕр хăр тăлăха тăрса юлнă. Тепри вара ачи-пăчи пур çинчех пĕчченлĕхре асапланать. Хăшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула çамрăк вăхăтра çемье çавăрайман пирки ватлăхра пĕр пĕччен кун кунлаççĕ. Юрать, çавнашкал мучисемпе кинемейсем валли патшалăх ялсемпе хуласенче социаллă пулăшу центрĕ-сем уçнă. Вĕсем асаплă шăпаллă ватăсене хăйсен хÿттине илеççĕ.

Хамăр районти Сиккассинчи ветерансен çурчĕ 1992 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Малтан вăл Сиккасси ял совечĕн тытăмĕнче пулнă, кайран Канаш районĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр йышне кĕрет. Халĕ унăн ячĕ _ Сиккассинчи стационар уйрăмĕ. Учрежденин ячĕ темиçе хутчен те ылмашăннă пулин те, вăл хăйĕн тĕллевне _ хÿтлĕхсĕр юлнă, хăйсене хăйсем пăхайман ватăсемпе сусăрсене пурăнма лайăх условисем туса парассине тивĕçлипе пурнăçласа пырать.

Стационар уйрăмне нумай çул хушши Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ Данилова Ирина Николаевна ертсе пырать.

_ Туслă çемьере эпир улттăн ÿснĕ, _ хăйĕнпе паллаштарать Ирина Николаевна, _ тăватă хĕр те икĕ ывăл. Эпĕ чи кĕçĕнни, асли пирĕн Эрколий ятлă.

_ Эрколий; Ăçтан шыраса тупнă ку ята, мĕне пĕлтерет-ши вăл;

_ Ăна анне шыраса тупнă. Вăл, тĕрĕссипе, «Николай» тенине пĕлтерет. Иккĕмĕшĕ хĕр, Тамара ятлă, Шупашкарта пурăнать.

_ Мĕнле професси Тамарăн;

_ Профессийĕпе ĕçлесе вĕсем тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Çитмĕл саккăрта, çитмĕл улттăра, çитмĕл тăваттăра вĕсем. Икĕ пичче пирĕнтен уйрăлса кайрĕç, тăпри çăмăл пултăр. Пĕлтĕр сакăр вуннăрине пытартăмăр, сентябрьте çулталăк пулчĕ. Иккĕшĕ те чĕре чирĕпе чирлĕ-ччĕ. Атте те чĕре чирĕпе аллă тăваттăрах çĕре кĕчĕ. Эпир, хĕрарăмсем, чăтăмлăрах пулас, аннене хывнă.

Ĕçе çамрăклах хăнăхни те пĕлте- рĕшлĕ пулĕ. Пирĕн колхоз «Знамя» ятлăччĕ. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçне кÿлĕнме тиврĕ. Эпĕ кăна мар, ялта ÿснĕ ачасем пурте мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне хăнăхнă. Уйра тырă вырнă чухне комбайн хыççăн юлнă улăма лашапа улăм ури тунă çĕре турттараттăмăр.

_ Эсир Сиккассинче хĕрĕх çул ытла пурăнатăр. Тăван яла манса кайман-и; Унти тăван-пĕлĕш патне кайса килме вăхăт тупăнать-и;

_ Çу-ук! Манман. Тĕмер _ питĕ пысăк ял. Акă ку Сиккасси пекех. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан мана направленипе хамăр районах _ Елчĕке ячĕç. Вара эпĕ виçĕ çул хушши тăван ялта фельдшерта ĕçлерĕм. Пирĕн ял çыннисем питĕ ырă кăмăллă, сăпайлă. Эпĕ унта кашни икшер эрнеренех кайса тăратăп. Тăвансемпе, пĕрле вĕреннĕ тус-юлташпа тĕл пулса калаçатпăр. Шкултан вĕренсе тухнăранпа çул чылай иртнĕ пулин те пирĕн аса илмелли нумай.

Ача ман пĕрре, пĕр ывăл. Артур тесе чĕнеççĕ. Виçĕ аслă пĕлÿ илчĕ: экономист, юрист, преподаватель. Çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ.

_ Ирина Николаевна, çак медик профессине эсир кама та пулин курса илтĕр пулĕ.

_ Манăн анне, Нина Тимофеевна Муллина ?ман хĕр чухнехи хушамат Муллина/ 47 çул фельдшерта ĕçленĕ. Вăл маншăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Пурнăçра эпĕ ун пек пулма тăрăшнă. Çавăнпа саккăрмĕш класс хыççăн Канаша медицина училищине вĕренме кайрăм. Шкулта эпĕ лайăх вĕреннĕ, çавăнпа училищĕне те пĕрремĕш хутрах кĕтĕм. Кунта та лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Медучилищĕрен фельдшер специальнăçĕпе тухрăм. Практикăра эпĕ Шупашкарти хула больницине ĕçлеме çÿренĕ.

Ку професси мана ĕçре те пулăшать, мĕншĕн тесен ватăсен сывлăхĕ хавшакрах та, çавăнпа вĕсене медицина пулăшăвĕ яланах тенĕ пекех кирлĕ. Пĕрмаях васкавлă пулăшу машинине чĕнейместĕн вĕт. Ĕç стажĕ ман 44 çул. Вăл шутран 41-шĕ _ Сиккассинче, медицинăри ĕç стажĕ 25 çулпа танлашать. Вăтăр сакăр çултанпа эпĕ пенсире.

_ Ирина Николаевна, сире пĕр тĕлĕнмелле тĕл пулу çинчен каласа парам-ха. Темиçе çул каялла манăн Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнче пулма тиврĕ. Ман унти ваттисен çурчĕ çинчен Чăваш наци радиовĕ валли передача тумаллаччĕ. Унта пурăнакан 80-ран иртнĕ Анна Иванова мана чунне уçса çапла каласа пачĕ: «Кунта пире питĕ лайăх пăхаççĕ, вăхăтра мунча кĕртеççĕ, çуса яраççĕ. Пирĕншĕн вĕсем анне пекех. Раиса Николаевна ?заведующи/ пĕр виçĕ кун ĕçре пулмарĕ те куляннипе чирлесе ÿкрĕм».

_ Ватă çын вăл пĕчĕк ача пекех. Паçăр куртăр-вĕт пĕр хĕрарăм ман пата йĕрсе кĕнине. Вĕсене Шăхасана флюорографине илсе каймалла больница автобусĕпе. Темĕншĕн шикленет пулмалла. Хăй вăл ытлашши ватă та мар, аллăран кăна иртнĕ. «Хам та пĕрле пыратăп», _ тесе лăп- лантарса кăларса ятăм.

Пирĕн патăрта Элĕк районĕнчен Зинаида Георгиевна Михайлова пурăнать. Вăл 77-ре, ачасене шкулта пуçламĕш классенче вĕрентнĕ. Питĕ сăпайлă, ăслă хĕрарăм. Унăн пилĕк ача. Мĕншĕн, мĕн сăлтавпа вăл кунта килнĕ _ калама пултараймастăп. Хам тĕпчемен, хăй чунне уçса каласа паман.

Нумаях пулмасть ачисем амăшĕ латне килсе кайрĕç, пушă алăпа килмен, кучченеç парса хăварчĕç.

_ Ирина Николаевна, кунта миçе çын пурăнать, ватăсенчен чи асли миçере;

_ Вун тăххăрăн вĕсем, чи асли тăхăр вун иккĕре. Иванова Анна Ивановна, Канашра пурăннă, ачи-пăчи, тăванĕсем çук. Пĕччен хĕрарăм. Вăл пирĕн патăрта чи нумай пурăнаканни. Вунă çул каяллах кунта хÿтлĕх тупнă.

_ Вунă çул каялла кунта уйрăм палатăра вырăс майри пурăнатчĕ…

_ Нумаях пулмасть вилчĕ. Степанова Валентина Егоровна. Поезд çинче проводникра ĕçленĕ. Пытарма кайрăм та, чĕре çурăлса тухатчĕ. Çынна хăнăхатăн та, вăл сана тăван пекех туйăнать.

Пирĕн пата пурăнма килес текен ватăсем сахал мар. Çак кунсенче кунта тата тепĕр çын пурăнма килмелле. Вăрман Енĕшрен. Халĕ кирлĕ документсене пуçтарать.

_ Пĕрле ĕçлекенсене асăнса хăварăр-ха.

_ Пирĕн виçĕ соцработник: Галина Матвеева, Марина Андреева, Ирина Сурнаева. Любовь Сорокина _ повар, Юрий Андреев _ хуралçă. Кунта пурăнакансене эпир кунне тăватă хутчен апат çитеретпĕр, çывăрма выртас умĕн кефир паратпăр. Вунă кунтан мунча хутса кĕртетпĕр, хăйсем çăвăнайманнисене соцработниксем çуса яраççĕ.

Ĕçĕ çăмăл мар ĕнтĕ, ĕçпе унта та, кунта та кайма тивет. Анчах эпĕ пĕрре те йывăррине туймастăп. Манра диван çинче телевизор курса ларас туйăм мар, ĕçлес кăмăл хуçаланать.

Çакăн пек калаçу пулса иртрĕ манăн нумаях пулмасть Сиккассинчи ваттисен çуртĕнче.

Социаллă пурнăçпа ĕç сферинче тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн тата тунă çитĕнÿсемшĕн Ирина Николаевнăна Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Ертÿçин Олег Николаевăн Указĕпе Ирина Данилова Чăваш Автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа асăну медальне тивĕç пулнă. Тата çакна асăнса хăвармалла: тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисем Ирина Николаевнăн аллă тăваттă!

Хăйĕн пархатарлă та сăваплă ĕçĕнче ырми-канми тăрăшакан Ирина Николаевнăна ырлăх-сывлăх, пурнăçĕнче телей сунар!

Василий ЛАПИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *