Суббота, 25 января, 2025
Главная > Публикации > Кÿршĕ регионти хуçалăхăн паха ĕç опычĕпе паллашнă

Кÿршĕ регионти хуçалăхăн паха ĕç опычĕпе паллашнă

Иртнĕ эрнере Канаш тăрăхĕн ĕçлĕ ушкăнĕ Тутарстан Республикине çула тухнă. Вĕсем унта «Август-Кайбицы» хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Делегацие Канашри пĕрлештернĕ округăн пуçлăхĕ Валерий Чернов ертсе пынă.

«Август-Кайбицы» кÿршĕ регионта выр- наçнă пулин те Канаш тăрăхĕнчи çĕрсемпе те хастар ĕçлет. Пысăк лаптăксем çинче хĕвел çаврăнăшĕ тата тыр-пул туса илет. Çĕр ĕçĕпе ĕçленипе пĕрлех хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе те пысăк тÿпе хывать. Тутарстан Республикинчи Ульянково салинче, сăмахран, пысăк комплекс çĕкленет, унта виçĕ пин пуç ытла ĕне вырнаçĕ.

Канашсем çакнашкал масштаблă проект пурнăçа еплерех кĕрсе пынине хăйсен куçĕпе курса хаклама пултарнă. Çавăн пекех кăçалхи тулăх тухăç упранакан пысăк ангарсене тата техника валли хăпартса лартнă хăтлă гаражсене те çитсе курнă.

Хăнасене вырăнти мăнаçлă объектсемпе «Август-Кайбицы» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Александр Иванов паллаштарнă. Ертÿçĕ экскурси вăхăтĕнче кÿршĕсене умри тĕллевсем çинчен каласа кăтартнă, канашсемпе малашне те тачă çыхăнура ĕçлесе пырассине пĕлтернĕ.

Пĕрлехи калаçăва Кайбицы районĕн пуçлăхĕ Альберт Рахматуллин та хутшăннă. Вăл чи малтанах вырăнти лару-тăру çинче чарăнса тăнă, «Август» холдингла компани Кайбицы тăрăхне ĕçлеме килсен ял хуçалăхĕнче ырă улшăнусем пулса иртни çинчен каласа панă. Канаш тăрăхĕнчи çĕрсем çине чăнласах та шанчăклă инвестор ĕçлеме пынине палăртнă.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *