Канашри чăх-чĕп фабрики, çĕнĕ инвестор килнĕ хыççăн, аталану çулĕ çине тăнă.
Унта çĕнĕ чăх-чĕп витисем тăваççĕ тата çăмарта упрамалли склад çĕкленет. Çакă производство калăпăшне ÿстерме тата продукци пахалăхне лайăхлатма май парать.
Иртнĕ çулта фабрикăн укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ 320 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçал çак кăтартăва икĕ хутчен ÿстерме палăртаççĕ. Çăмарта илессине ку çул 100 миллионран та ирттересшĕн. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 40 миллион штук ытларах пулĕ.
Кадрсем çитменни производствăра çивĕч палăрать. Çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе предприяти çамрăк специалистсене вĕрентсе хатĕрлеме палăртать.