Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче каç кÿлĕм Шупашкарти ГЭС çывăхĕнче инкек пулнă.
Икĕ арçын пулă тытнă чухне пăрпа ларса кайнă. Пăр катăлнă хыççăн вĕсем хăйсем инкеке лекнине хунарпа çутатса пĕлтернĕ. Çакна çăлавçăсем асăрханă.
Çăлавçăсем пулăçсене пăр çинчен илсе çыран хĕррине илсе çитернĕ. Вĕсем Шуапашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнаканскерсем пулнă.