Чăваш Республикин çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов Канаш тăрăхĕнче ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă. Чи малтан вăл çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплексăн стройкипе паллашнă.
Аса илтеретпĕр, асăннă комплекса кăçал хута яма палăртаççĕ. Строительство ĕçĕсем пурте ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Предприяти ĕçлесе кайсан унта çулталăкра 30 пин тонна çÿп-çапа уйăрса тирпейлеме май пулĕ. Вĕсене Канаш, Тăвай тата Вăрмар тăрăхĕсенчен турттарса тăрĕç.
Кайран министр Канашри лесничествăна çул тытнă. Унта хальхи вăхăтра республикăри лесничетсвосенчен кÿрсе килнĕ йывăçсен йĕкелĕсене типĕтеççĕ. Вăрманçăсем кăçал пилĕк пин ытла килограмм йĕкел пухса хатĕрленĕ. Тăватă тоннине типĕтсе вĕсенчен йывăç вăррине кăларса илнĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ çине çĕнĕ йышши хатĕрсемпе усă курни ырă витĕм кÿрет.