Кăрлач уйăхăн 27-мĕшĕнче Канаш енĕн паллă тавра пĕлÿçи Михаил Васильев 91 çул тултарчĕ. Сумлă çуралнă кун ячĕпе эпир ăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе шанчăклăн утма, халăх чунне çывăх сăвăсем хайлама, хаçатпа çыхăну тытма çирĕп сывлăх, çăл куç пек тапакан вăй-хал, иксĕлми телей тата мехел сунатпăр.
Михаил Васильев Йăлмачча ялĕнче пурăнать. Канаш тăрăхĕн-че тухса тăракан «Канаш ен» хаçатăн чи çывăх тусĕсенчен пĕри вăл. Михаил Васильевич сă- вăсем хайлать. Ачча тăрăхĕн ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ хастар çыннисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă, Çĕнтерĕве тылра туптанă ентешĕсем çинчен çырнă, ял кун-çулне сăнлакан материалĕсем тăтăшах хаçат страницисенче хăйсен вырăнĕсене тупнă, тупаççĕ те.
Район хаçачĕпе вăл Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çывăхланнă. Пултаруллă ачана класри стена хаçачĕн редакторне суйланă. Пĕррехинче Мишша «Штабра» ятлă пĕр пайлă пьеса çырнă. Пĕрле вĕренекенĕсене те, вĕрентекенсене те питĕ килĕшнĕ вăл. Рольсене валеçсе панă та репетицисем ирттерме тытăннă. Ял халăхĕ Мишшапа тусĕсен пултарулăхне хапăлласа йышăннă. Кÿр- шĕри Янкăлч ялĕнче те çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлнă, хыттăн алă çупса тав тунă. Ырă сăмахсем ытларах литературăна çав тери юратса пăрахнă çамрăк Мишша ячĕпе янăранă.
Ачалăхĕпе яшлăхĕ Михаил Васильевичăн çăмăлах пулман. Саккăрта чухне ашшĕ, Василий Тихонович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Çав йывăр çулсенче Мишша тăраниччен апат çисе курман, ыйткаласа çÿрени те пулнă. Колхозра хĕрарăмсемпе тата ватăсемпе танах хура тар юхтарнă. Ĕçленĕшĕн тыррине те, укçине те питĕ сахал панă, хăш чухне нимĕн те лекмен: мĕн тăвăн _ вăрçă пынă.
Вун тăххăр тултарсан салтака кайма ят тухнă. Мишша телефон мастерĕ пулса çар хĕсметне Калинин, Полтава хулисенче ирттернĕ. Салтакран килсен комбайнера вĕреннĕ. «Уй-хир карапĕн» штурвалне вун пĕр çул çирĕп тытнă. Каярахпа Куйбышев ячĕллĕ колхозăн уй-хир бригадине ертсе пынă. Икĕ теçетке ытла çул кадрсен пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. Халĕ сумлă ватă тивĕçлĕ канура.
Общество ĕçĕсенче те хастар пулнă Михаил Васильевич. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн колхозăн стена хаçатне уйăхсерен кăларса тăнă. Материалĕсене хăех çырнă. Хăй калăпланă сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Кашни çулах Пичет кунĕнче районти стена хаçачĕсен конкурсне хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, хисеп хучĕсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех Михаил Васильев халăх контроль комитечĕн членĕ те, ДОСААФăн пуçламăш организацийĕн председателĕ те, вырăнти профсоюз комитечĕн председателĕн çумĕ те, хуçалăхри халăх дружинин командирĕ те пулнă. Ачча ял канашĕн депутатне, районти халăх сучĕн заседательне темиçе те суйланнă. Шаннă ĕçсене тÿрĕ чунпа туса пынăшăн Михаил Васильевича «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, хисеп тата мухтав грамотисемпе чысланă, парнесем парса хавхалантарнă.
Шкул ачи чухнех Михаил Васильев ял историйĕпе кăсăкланнă. Пушă вăхăт тупăнсанах аслашшĕ çумне йăпшăннă. Тихон Афанасьевич мăнукне нумай интересли каласа панă. Хăшне-пĕрне Мишша ятарлă тетраде çыра-çыра хунă. Унăн пуçĕнче тăван Йăлмаччан кун-çулне тĕпчес шухăш аталанса-вăйланса пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Михаил Васильевич çак сă- ваплă ĕçе пуçĕпех кĕрсе ÿкнĕ. Ăна пулăшакансем те тупăннă: вĕсем _ Ушанарти Л. Иванов тавра пĕлÿçĕ, Уçырмари П. Петров финансист, Пукăртанпа Вăтакас Татмăшри Р. Ивановпа М. Андреев учительсем. Республикăн, районăн архивĕсенче нумай ларма тивнĕ унăн. Ялти ватăсем те аса илĕвĕсене каласа панă. Тĕпчев ĕçĕнче В. Дмитриев историк, С. Элкер çыравçă кĕнекисемпе, Н. Ашмарин словарĕпе анлă усă курнă.
1994 çулта Михаил Васильев тĕпчевĕсене пухса «Йăлмачча» ятпа кĕнеке кăларнă. Вăл çакăн пек пайсенчен тăрать: ял пуçланса кайни, аталанса пыни, тăван тавралăх, совет влаçĕн çулĕсем, колхоз, парти тата комсомол ячейкисен, вăрçă çулĕсен тапхăрĕ, тăван ялăн паллă çыннисем. Михаил Васильевичăн ĕçĕ тăван тăрăхри халăхшăн кăна мар, тавра пĕлÿçĕсемпе историксемшĕн те, шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн те питĕ усăллă. Статьясене ансат чĕлхепе çырнă, нумайлăха асра юлаççĕ. Юратса, тăрăшса, чунне парса ĕçлени куç кĕрет.
Кăшт каярах Михаил Васильевичăн «Пурнăç таппи» сăвăсен пуххи çут тĕнчене килнĕ. Хайлавĕсене вăл хăйĕн кил-йышне, ял çыннисене тата тус-юлташне халалланă. Кĕнеке «Тăван тавралăх _ пирĕн пурлăх», «Çут çанталăк ытамĕн- че», «Çамрăклăх _ пурнăçри ырлăх», «Ял-йыш, тăван санпа ялан», «Асрах-ха вăрçă ахрăмĕ» ярăмсенчен тăрать. Юлашки çулсенче тата виçĕ кĕнеке «Кун-çул утти», «Шанчăк сÿнмерĕ», «60 çул «Канаш ен» хаçатпа» кун çути курнă. Вĕсенче автор тĕнчери тăнăçлăхшăн, пурнăçри тасалăхшăн çине тăрса кĕрешме чĕнет.
Михаил Васильевич мăшăрĕ- пе Мария Петровнăпа çур ĕмĕр ытла пурнăç тилхепине пĕрле тытса пынă ?мăшăрĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ/. Вĕсем хăйсен юратă- вĕнче туслă та çирĕп çемье çавăрнă, виçĕ ывăл пăхса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пур ачи те вĕренсе тухнă, хăйсен юратнă профессийĕсене суйласа илнĕ. Юратнă ĕçĕсенче вăй хураççĕ. Кашниех çемьеллĕ, юратнă ашшĕ-амăшне мăнуксем парнеленĕ.
Сумлă ĕçтеше хисеплесе
редакци ĕçченĕсем.