Кăçалхи çула Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ тесе палăртнă. Иртнĕ эрнере тĕллевлĕ çулталăка официаллă йĕркепе старт панă.
Чăваш патшалăх филармонине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве тылра туптанă хастарсене, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене тата шкулта кадет класĕсенче вĕренекенсене йышлăн йыхравланă. Сцена çинче СВО паттăрĕсене çар наградисем парса чысланă. Тĕллевлĕ çулталăкра çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе витĕмлĕн ĕçлессине те палăртса хăварнă.
Хамăр инф.