Четверг, 15 октября, 2026
Главная > Публикации > Правительство кунĕ иртнĕ

Правительство кунĕ иртнĕ

Шăматкун Канашра Правительство кунĕ иртнĕ. Хулари культура керменĕнче йĕркеленĕ тĕлпулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Канаш тăрăхĕ кăçалтан çĕнелле ĕçлесе кайнине пĕлтернĕ, муниципалитетăн аталану çул-йĕрне тытса пымалли майсем çинче чарăнса тăнă. Çакна тума Канаш _ тĕп узел центрĕ пулни, «М-12» федераллă трасса çывăхра иртни, промышленность предприятийĕсем тухăçлă ĕçлени тата паха ĕç опычĕпĕ пысăк пĕлÿ шайĕ ырă витĕм кÿнине палăртнă.

Унтан округ ертÿçи Валерий Чернов тĕплĕ док-лад тунă. Тухса калаçакансен йышĕнче çавăн пекех регионти министрсем те пулнă. Вĕсем залра ларакансене республика çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, канашсем çак ĕçре мĕнле тÿпе хывнине асăнса хăварнă.

Округăн аталанмалли майсем чăнласах та пур, вĕсене Чăваш Ен правительстви тĕрев парса пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *