Етĕрне тăрăхĕнче Сăр юхан шывĕ çинче глэмпинг-отель тăвасшăн.
Вăл шыв тăрăх ишнĕ вăхăтра экскурсоводсем ку тăрăхри илемлĕ тата паллă вырăнсем çинчен каласа кăтартĕç.
Унта килсе чарăнакан туристсен автобусĕсем валли _ парковка, Ильин тăвĕ çинче таврана сăнамалли лапам тăвасшăн. Шыв çинче ишекен çуртсене Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен заводĕнче туса кăлараççĕ.