73 çулти Федор Конюхов кимĕпе тĕнче курса çÿрет.
Унăн кимми Чăваш Енри «Хĕвел» предприяти туса кăларнă хĕвел батарейисемпе ĕçлет. Вĕсем унта энерги паракан пĕртен пĕр çăлкуç шутланаççĕ, электроника тата навигаци тытăмне те ĕçлеме май параççĕ.
Федор Конюхов тÿрех икĕ океана парăнтарасшăн: Атлантика тата Инди. Çапла майпа вăл Кăнтăр Америкăран Австралие çитесшĕн.