Суббота, 19 апреля, 2025
Главная > Публикации > Аллă çул пĕрле пурăнаççĕ

Аллă çул пĕрле пурăнаççĕ

Тăрăн ялĕнче пурăнакан Даниловсен туслă çемйи «ылтăн» туйне паллă тунă. 50 çул каялла çемье çавăрнă Николай Порфирьевичпа Валентина Егоровнăна вырăнти ЗАГС пайне йыхравланă. Уяв çинчен тĕплĕнрех ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Сергеева каласа парать:

— Çемье юбилярĕсене паллă кунта ЗАГС пайне чĕнсе хисеп тăвассине ырă йăлана кĕртрĕмĕр. Телейлĕ мăшăра саламлама çывăх тăванĕсем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Уява килнисем ăшă салам сăмахĕсем тухса калаççĕ. Эпир, хамăр енчен, хаклă хăнасен хушамачĕ- сене çемье юбилярĕсен хисеп кĕнекине кĕртсе пыратпăр. Хальхинче пирĕн патăмăрта Пайкилт тăрăхĕнче пурăнакан Даниловсен çемйи пулчĕ. Николай Порфирьевичпа Валентина Егоровна 50 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те вĕсем тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çемье пуçĕ водительте тăрăшнă, мăшăрĕ склад заведующийĕ пулнă. Телейлĕ мăшăра иксĕлми юрату сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *