Тури Юнтапа ялĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ?1985 ç./, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ ?1974 ç./, 7-мĕш созыври Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ ?1967-1971 çç./, СССР колхозсен совечĕн членĕ ?1980-1987 çç./, 11-мĕш созыври СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ ?1984-1989 çç./, СССР профсоюзсен 18 съезчĕн делегачĕ ?1987 ç./, «Хисеп Палли» ?1967 ç./, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ?1971 ç./ орденсен кавалерĕ Галина Васильевна Ларионова хăйĕн ĕмĕрне «Канаш» колхозра ĕçлесе ирттернĕ: агроном, тĕп агроном, комплекслă бригадăн бригадирĕ.
Галина Маяк ялĕнче 1935 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтанах ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, унтан 1950 çулта Сиккассинчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн «Новая жизнь» колхозра ?хуçалăха Маяк тата Кашкăрçырми ялĕсем кĕнĕ/ икĕ çул вăй хунă.
Сиккассинче вăтам шкул уçăлсан Галя 8-мĕш класа çÿреме пуçлать. Алла аттестат илнĕ хыççăн колхоз правленийĕ тăрăшуллă хĕрачана Шупашкарти совпартшкул çумĕнче Чă-ваш вăтам ял хуçалăх шкулне вĕренме ярать. Агроном специальноçне алла илнĕ хĕр 1958 çулта тăван хуçалăха таврăннă. 1959 çулта пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерес тапхăр пуçланнă та районти ял хуçалăх инспекцийĕ Галина Ларионована «Канаш» колхоза ĕçлеме ярать. Ун чухне колхоз председателĕнче, каярахпа Ленин орденне илме тивĕç пулнă Иван Львович Львов ĕçленĕ.
Çапла вара Маяк хĕрĕ 1959 çултанпа «Канаш» колхоза килсе тĕп-леннĕ — агроном, хыççăн — тĕп агроном, унтан — комплекслă бригадăн бригадирĕ. Тури Юнтапа каччине Сергей Прокопьева качча тухса çемье çавăрнă, пÿрт лартнă, тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ, çын тунă.
1996 çултанпа «Канаш» колхоза пултаруллă организатор, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутачĕ, Ленин тата Октябрьти Революци орденĕсен кавалерĕ Василий Игнатьевич Дмитриев ертсе пынă. Хуçалăх республикăра малта пыракансен шкулĕ пулса тăнă. Ун çинчен колхоз председателĕ В. Дмитриевпа ял хуçалăх наукисен кандидачĕ В. Федоров Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă «Земля и урожай» кĕнекере ?1957 ç./ тĕплĕн çырса кăтартнă. Унта хуçалăхри агроном служби ĕçĕ-хĕлĕ витĕр курăнать, Галина Васильевна Ларионова тĕп агрономăн «вăрттăнлăхĕсене» те уçса панă.
Çултан-çул чакаçсем пысăкран та пысăк тухăçлă тĕш тырă, çĕр улми, выльăх кăшманĕ тата ытти культурăсем ÿстернĕ, хăйсен çÿллĕ тÿ-
пинчен каялла чакман. Паллах, Галина Ларионова тĕп агроном кунне-çĕр-не пăхмасăр, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ.
«Коммуниз ялавĕ» ?халĕ «Хыпар» хаçат/ çырнă йĕркесенчен ?1984 çул. Нарăс, февраль, 7/:
«Г.В. Ларионова 1982 çулта тыр-пул туса илес ĕçĕн конкретлă участокне куçма кăмăл тунă та уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак çулсенче хăй ăста специалист пулнине кăтартса панă, çĕр ĕç культурине ÿстерме пысăк вăй хунă. Тăххăрмĕшпе вуннăмĕш пилĕк çуллăхсенче колхозра тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтам шутпа 30,7 центнер туса илнĕ, вун пĕрмĕш пилĕк çуллăхăн виçĕ çулĕнче тухăç 34,8 центнерпа танлашнă. Хуçалăх вун пĕрмĕш пилĕк çуллăхăн виççĕмĕш çулĕнче государствăна тĕш тырă, çĕр улми, аш-какай, сĕт, çăм сутмалли плансене ăнăçлă тултарнă. 1982 çулта колхоза РСФСР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне панă, республикăри социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисен кĕнекине кĕртнĕ.
Галина Всильевна ял хуçалăх наукин тата малта пыракан практика çитĕнĕвĕсемпе усă курас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. 1983 çулта бригадăра 123 гектар çинче урпан пысăк тухăçлă «Луч» сортне акнă, ăна гектар пуçне 39,6 центнер пухса кĕртнĕ, 20 гектар çинче «Горизонт» сортлă сĕлĕ 60,2-шер центнер тухăç панă».
1984 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Галина Васильевна Ларионова пурнăçĕнче нихçан манми самант пулать: ăна СССР Верховнăй Совечĕн Национальноçсен Советне суйламалли 685-мĕш Железнодорожнăй суйлав округĕ тăрăх Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи суйлавçăсем СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйласа чыс та хисеп тунă.
Калас пулать, вăл унччен те тĕрлĕ органсене суйланса мĕн чухлĕ ĕç туман пулĕ! Вĕçĕмсĕр ял Совечĕн депутатĕнче тăрăшнă, 1961-1963 çулсенче Канаш район Совечĕн депутачĕ, 1980-1987 çулсенче СССР колхозсен совечĕн членĕ, 10 çул ытла облпрофсовет президиумĕн членĕ пулнă, 1987 çулта СССР профсоюзсен 18 съездĕнче делегат пулса хутшăннă.
1983 çулхи октябрь уйăхĕнче «Канаш» колхоз председателĕ пулма хуçалăхра тĕп агрономра ĕçленĕ Валерий Васильевич Долгова суйланă. Г. Ларионовапа пĕрле вăл 1980 çулхи февральтенпе хуçалăхра ĕçленĕ.
Г.Н. Желтухин çыравçăн «Салам, уй-хирĕм» кĕнекинчен ?Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 1989. 26-27 с./:
«…1980 çулхи çуркунне питĕ кая юлса килнĕ. Тырă акма майăн 1-мĕшĕнче çеç тухнă. Механизаторсем икĕ сменăпа ĕçленĕ, анчах агроном ĕçне сменăсем çине пайламаççĕ çав.
Ларионовашăн ку хăнăхнă ĕç пулнă. Валерий вара каç пулнă тĕле урисене те аран сĕтĕрнĕ. Студент чухне вăл çур аки вхăтĕнчи çирĕм кун çынна мĕн тери сÿслентерсе çитересси çинчен шухăшлама та пултарайман. Тахăш самантра, ялтан яла, уйран уя хутланă май, килне чупса кĕнĕ, васкавлă апат çырткаласа янă та каллех пĕр бригадине е теприне вĕçтернĕ. Темле майпа Ларионова унтан «Эсĕ ывăнмастăн-и;» — тесе ыйтса пăхнă. Лешĕн сăнĕ тĕксĕмленнĕ:
— Сире пăхсан, мана, çамрăк çынна, ывăнма та намăс;
Пĕррехинче тĕп агроном тахăш механизаторĕ суха ĕçĕсене латсăр тунăшăн Валерий умĕнчех пăскăртса илнĕ.
— Институтра пире çынсемпе мĕнле тытмаллине те, вĕсенчен мĕнле майпа хытă та тĕрĕс ыйтмаллине те вĕрентмеççĕ, — тенĕ вăл пăшăрханса. — Ăнланмастăп сире, Галина Васильевна. Эсир нихçан та сасса хăпартмастăр, çынсене кăнттам сăмах та каламастăр, çапах сире вĕсем итлеççĕ, мĕн хушнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Мĕншĕн-ха çапла;
— Пĕлместĕп, Валерий, — тенĕ тĕп агроном. — Пирĕн енче, тен, агрономсене ытларах ĕненеççĕ. Çакă вара пирĕн ĕçре чи кирли.
1987 çулхи çур акине тухас умĕн Чакаçа пырсан эпĕ Галина Васильевна Ларионована колхоз правлени- йĕнчи депутатсен пÿлĕмĕнче тĕл пултăм. Валерий Долговăн çак хуçалăхри малтанхи утăмĕсем çинчен ыйтса пĕлес кăмăлпа кĕтĕм-ха ун патне. Вăл мана ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ пулин те, малтанлăха пирĕн калаçу çыпăçмарĕ. Хăйĕн бригадинчи ĕçсем çинчен калаçма пуçларĕ те пĕр вунă-вун пилĕк колхозника пĕтĕм çемйипех мухтаса тухрĕ.
— Хресчен алли, хресчен ĕçĕ-пуçĕ – чи пысăк пуянлăх колхозра, — тÿлеккĕн кăна каларĕ Галина Васильевна. — Вăл ĕçлет çĕр çинче, çĕртен ялан пысăкрах тупăш илме ĕмĕтленет. Анчах ахаль хурăнмасть утă капана. Çак ырлăх-пурлăх ăна кунĕн-çĕрĕн шутлаттарать. Колхоз пÿлмисем тулли пулччăр тесен мĕн чухлĕ вăй хумалла тата;..»
…Çапла, хресчен ĕçне тивĕçлипе хаклама пĕлет Галина Васильевна. Хăй те вăл мĕн ачаран хресчен ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ.
1990 çултанпа тивĕçлĕ канура Галина Васильевна Ларионова. Шел пулин те, юратнă упăшки Сергей Прокопьевич Прокопьев пенсие тухнă хыççăнах вăхăтсăр вилнĕ. Вĕсем 4 ачине ура çине тăратнă, халĕ унăн мăнукĕсем 11.
Пултаруллă çĕр ĕçченĕ хăйĕн йышлă наградисемпе мухтанать.
— СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин Тĕп комитечĕ панă медальсем те манăн виççĕ, — каласа парать вăл. — 1980 çулсенче, акă, кĕмĕл медальсем панăччĕ, тепĕр çулне вара ылтăн медаль илме тивĕçнĕччĕ.
Çак кунсенче Галина Васильевна 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хисеплĕ çĕр ĕçченне сумлă çуралнă кунпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Валериан ПРОКОПЬЕВ