Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Ĕçсен çурри ытла пайне пурнăçланă

Ĕçсен çурри ытла пайне пурнăçланă

Канаш тăрăхĕнче çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплексăн стройки кунран-кун вăй илет. Строительсем палăртнă ĕçсен çурри ытла пайне пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов çак пĕлтерĕшлĕ стройка ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарать:

— Çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплекс Канаш тăрăхĕнче кăçал ĕçлесе каймалла. Строительсем мĕн-пур ĕçе графикпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Вĕсен ĕçне тăтăшах вырăна тухса хак пама тăрăшатăп. Паянхи куна илсен, подрядчик пысăк габаритлă çÿп-çапа йышăнмалли лапама хатĕрлесе çитернĕ, трансформатор подстанцийĕсене вырнаçтарнă, резервра тăракан дизель генераторсем лартнă, пысăк тиевлĕ автомашинăсене виçмелли пост тунă. Комплексăн производство корпусĕ валли тимĕр конструкци хăпартнă, стенисене сэндвич панельпа хупăрланă. Çак эрнере техника хатĕрĕсен монтажне тума тытăнĕç. Асăннă комплекс ĕçлесе кайсан унта çулталăкра 30 пин тонна çÿп-çапа уйăр- са тирпейлеме май пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *