Паян эпир Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи икĕ хутлă Культура çуртĕнче. Пĕрремĕш хутра хĕрарăмсем салтаксем валли маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Таисия Васильевна Иванова, ял библиотекин ертÿçи, эпĕ мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен, иккĕмĕш хута, библиотекăна хăпарма сĕнчĕ.
— Таисия Васильевна, кунта сирĕн стена çинче иртнĕ хаяр вăрçа хутшăннă, унта пуçне хунă е унтан аманса таврăннă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă стендсем. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине паллă тума шелттемсем те хатĕр ленеççĕ пулас?







— Çапла, пирĕн ял тăрăхĕнче пилĕк ял, кашнинчех юнлă вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса палăк лартнă. Вăрçă вĕçленнĕренпе нумай çул иртрĕ пулин те халăхăмăр паттăр ывăл-хĕрĕсене манмасть, ĕмĕрех чĕрере усрать. Кашни Çĕнтерÿ кунĕн- чех палăксем умĕнче асăну кунĕ-сем иртеççĕ, унта хамăр ентешсене асăнса сăвăсем янăраççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 539 ытла салтак хутшăннă. Малтан эпир 500 çын тесе шутланă. Асăну кĕнеки кăларас умĕн архивсенче чылай ларма тиврĕ, унта документсемпе паллашнă хыççăн вăрçа хутшăннă тата 39 çын тупăнчĕ.
— Çĕнĕ Шелттемрен миçе çын кайнă-ши çĕршыва хÿтĕлеме;
Çĕнĕ Шелттемрен вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех 100 ытла çын фронта тухса кайнă, пурĕ 259 вăйпитти салтак пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Вĕсенчен 139-шĕ паттăррăн çапăçса пуçне хунă, 120 ентеш аманса-сусăрланнă пулсан та, çавах Çĕнтерÿпе тăван яла таврăннă.
Пирĕн ялтан юнлă вăрçа хутшăнман пĕр çемье те юлман. Ялти кашни çынах астăвать-ха: 20-25 çул каялла кашни çурт пĕренисем, хапха юписем çинче пĕрер, икшер, виçшер, е унтан та ытларах хĕрлĕ çăлтăр çакăнса тăратчĕ. Пĕр çăлтăр – пĕр салтак, икĕ çăлтăр – икĕ салтак, виçĕ çăлтăр – виçĕ салтак… вăрçă хирĕнчен яла таврăнайманнине пĕлтернĕ çакă.
Ял вулавăшĕнче тимленĕ май, юнлă вăрçа хутшăннă ентешсем çинчен нумай информаци, сăн ÿкерчĕк пуçтарма май килчĕ, архивра та, электронлă сайтсенче те кирлĕ информацисем тупăнсах тăраççĕ.
Чи курăмлă ĕç вăл — пирĕн ял тăрăхĕнчи вăрçă паттăрĕсен ячĕсем пурте тупăнни тата вĕсене халалласа «Астăвăм» кĕнеке кăларни. Вăл пирĕн ентеш Николай Германович Николаев пулăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа пичетленнĕ.
Пĕр килтен тăватшар, пилĕкшер ывăл вăрçа тухса кайнисем те пулнă пирĕн ялта. Акă Захаровсен çемйинчен çичĕ ывăл, çичĕ паттăр тискер фашистсене хирĕç кĕрешнĕ. Çемье пилĕк ывăла вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен… Шелттемсем чăннипех те мăнаçланаççĕ ентешсемпе, вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрех асра пурăнать. Мĕнле çемьере ÿснĕ-ха çак çичĕ паттăр;
Архиври документсем тăрăх Ермеев ?документра çапла/ Захар Ермеевич Кивĕ Шелттемре 1882 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Яманкасси хĕрĕпе Николаева Еленăпа ?1881 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çуралнă/ çемье çавăрать. Пур ĕçре те маттур та пултаруллă Елена мăшăрне 7 ывăл та пĕр хĕр парнеленĕ: Лекçей – 1905-мĕш, Çемен – 1908-мĕш, Кириле – 1910-мĕш, Кĕркури– 1912-мĕш, Иван – 1914-мĕш, Мĕтри – 1916-мĕш, Акăнни – 1920-мĕш, Ваççил 1922-мĕш çулта çуралнă. Лекçей, Çемен, Кириле, Кĕркури, Иван Кивĕ Шелттемре çуралнă, Мĕтри, Акăнни, Ваççил _ Çĕннинче. 1914-мĕшпе 1916-мĕш çусенче Ермеев Захар çемйи темле сăлтава пула Çĕнĕ Шелттеме пурăнма куçать. Маларах çуралнисем пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕнчен ĕçе вĕренсе пырса кĕçĕннисене пăхма, кил-тĕрĕшре ĕç пуçтарма пулăшма пикеннĕ, ывăлсем урай та çунă, чăлха-алсиш çыхнă, чашăк-тирĕк, япала çунă, выльăх кĕтнĕ. Çемье пуçĕ каскалама питĕ ăста пулнăран, ялти çынсене пулăшнă. Паллах, пысăк çемьене çитерме, тăхăнтартма питĕ йывăр килнĕрен, çемье пуçĕн юнашар ялсене кайса платникре те ĕçлеме тивнĕ. Ывăлĕсем ашшĕ çумĕнче ун ăсталăхне вĕренсе пынă, ялти нумай çыннăн чÿрече хашакĕсене, пÿрт, хапха тăррин хĕррисене чĕнтĕрлесе илемлетнĕ. 1935-мĕш çулта ял клубĕ туса лартнă çак çемье. Клубĕ ахалли те мар, пушар каланчиллĕ пулнă. Кун пекки районта кăна мар, республикипе те пулман вăл вăхăтра. Каланча çинче пĕр çын сыхăра тăнă, пушар тухас-тăвас пулсан тÿрех чан çапса пĕлтернĕ. Чан сасси, ĕлĕкхи çынсем каланă тăрăх, Каçал ?хальхи Комсомольски/ таранах илтĕннĕ. Клубпа юнашар пушар хуралĕн лашисен пÿлĕмĕ, сапса сÿнтерме пичкесенче шыв, ытти кирлĕ хатĕрсем яланах пулнă. Чи кирли, ял çыннисем чан çапнипе вăхăт миçе çитнине пĕлсе тăнă. Ялта халĕ те Еремеев-Захаров- сене ырăпа кăна асăнаççĕ.
— Колхозсем йĕркелес юхăм пуçлансан, Захаров-Еремеевсем кăмăлпах унта çырăннă ĕнтĕ…
— Çапла, унта çырăнса халăхпа пĕрле ушкăнпа ĕçлеме пуçланă, аслă ывăлĕсем Лекçей, Çемен, Кириле, Кĕркури Хĕрлĕ Çарта хĕсметре пулнă хыççăн, çемье çавăрса тăван килтен уйрăлса тухнă, Еремеев, Захаров хушаматсем йышăннă. Ялта ун пек тĕслĕхсем нумай, пĕр ывăлĕ ашшĕ ятне, тепĕр ывăлĕ – аслашшĕн ятне хушамат тăвать. Пĕр çемьере 3-4 хушаматпа çÿрекенсем те пур.
Лекçей «Хĕрлĕ Çăлтăр» колхозра бригадир пулса тăрăшнă, тимлĕскер, тăрăшуллăскер, хуçалăха мала кăларассишĕн нумай вăй хунă. Унăн виçĕ ывăл _ Микулай, Кинати, Якур ÿснĕ.
Кириле колхозăн тимĕрç лаççинче вăй хунă, çынсем каланă тăрăх, алли ылтăн пулнă унăн – темĕн те тума пултарнă: витре-чашăк тĕпленĕ, турчка-ухват авса панă, лаша урапин кус- тăрмисене кăшăлланă тата ытти те. Вăрçă пуçланиччен икĕ çул малтан мăшăрĕпе иккĕшĕн ывăл çуралнă, ăна Куçма ят хунă. Кузьма Кириллович Захаров, паллах, ашшĕне ас тумасть, ачалăхĕ питĕ йывăр килнĕ унăн, выçлăхне, сиввине, тем те чăтнă. Анчах ÿссе çын пулма ăнтăлнă, ялти шкултан вĕренсе тухсан малалла вĕренес тесе темле хура ĕçре те ĕçленĕ, шав малалла вĕренме ăнтăлнă, Йошкар-Олари политехника институтĕн- чен вĕренсе тухнă, биологи наукин кандидачĕ, докторĕ пулса тăнă, профессор ятне илнĕ, нумай çул хушши вĕрентÿçĕ пулса вăй хунă ?биологи наукисен докторĕ Кузьма Кириллович Захаров профессор 2024 çулхи февраль уйăхĕнче вилнĕ, ăна тăван ял масарне пытарнă/.
Çеменпе Кĕркури стройка енĕпе тимленĕ, вите-карта купаланă, урай-мачча сарнă. Вĕсен çемйисенче илемлĕ те сăпайлă, ĕçчен Марьепе Тарье ятлă хĕр пĕрчисем ÿснĕ.
Тăван колхоз малалла аталанса, вăйланса пынă, тырă-пулă туса илесси, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп шучĕ çултан çул ÿссе пынă, колхозниксем аванрах пурăнма пуçлани, сĕтел çинче çăкăр-тăвар, юр-вар çителĕкли сисĕн- нĕ, çĕнĕ çуртсем çĕкленме пуçланă.
1940-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Захаровсем кĕçĕн ывăлне, Ваççиле, Хĕрлĕ Çара ăсатнă. Ваççил, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăскер, Йĕпреç районĕнчи пĕр ялта ачасене хутла вĕрентнĕ пулнă. Амăшĕ, Елена Николаевна, вăл вăхăтра урине амантнă пирки çÿреймен, ывăлне тăван яла чипер, сывă таврăнма пил парса ăсатнă. Анчах çак ăсатура Ваççиле юлашки хут курасса тăванĕсем шутлама та пултарайман.
Кĕтмен-туман çĕртен сиксе тухнă вăрçă пĕтĕм пурнăçа кутăн çавăрса хунă.
Ывăлсем пĕрин хыççăн тепри амăшĕпе, çемйипе, тăван ялпа сыв- пуллашса, çурăм хыçне кутамкка çакса вăрçă хирне тухса кайнă. Пурте вĕсем самантрах нимĕçсене çапса аркататпăр та киле таврăнатпăр тесе ĕмĕтленнĕ. Вăрçă хирĕнчен килекен малтанхи çырусенче ывăлĕсем амăшне лăплантарма лайăххине кăна çырнă, Гитлер салтакĕсене часах аркатассине пĕлтернĕ.
Анчах нимĕç çарĕсем ытла та хăвăрт Мускав еннелле çывхарса пынă, Атăл еннелле талпăннă. Ялта вăйпитти арçынсем сахаллансах пынă, юпа уйăхĕ вĕçĕнче хĕр-хĕрарăмсене Хусан-Сăр хÿтĕлев чиккисене тума, вăрман касма илсе кайнă, колхоз ĕçне ватăсем, хĕрарăмсем, шкул ачисем кÿлĕннĕ. Захарова Агния Захаровна та, учительница пулса вĕрентекенскер, ял çамрăкĕсемпе пĕрле Тăвай енне окопсем чавма тухса каять ?кун çинчен Еремеева Ксения Павловна, унăн тус-юлташĕ, каласа панă/. Елена Николаевна килте мăнукĕсемпе тăрса юлать, кунĕн-çĕрĕн ывăлĕсемшĕн Турра кĕлтунă вăл.
Вăрçă вăхăтĕнче «хура хут» мĕн тери хурлăх илсе килни каламасăрах паллă. Пĕрремĕш «хура хут» чи кĕçĕнни, Ваççил, пĕр хыпарсăр çухални çинчен пулнă. Василий Захаровăн çар чаçĕ Польшăн Хĕвелтухăç енче вырнаçнă Белостокра тăнă. Архиври информацисем тăрăх, çак чаçе нимĕçсем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех, июнĕн 22-23-мĕшĕсенче çавăрса илсе тĕппипех пĕтернĕ. Ваççил тыткăна лекни çинчен архивсенче документсем тупăнман. Вăл 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă шутланать.
1942-мĕш çулта Кириле хыпарсăр çухални çинчен хут илет кил-йыш. Нумаях пулмасть архивсенчи документсенчен çакна пĕлтĕмĕр: Кирилл Захаров легендарлă Ораниенбаум «Пятачокне» хÿтĕлесе 1942 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче пĕр çапăçура пуçне хунă, ÿтне Ленинград облаçĕнчи Ораниенбаум районне ?халĕ Ломоносов районĕ/ кĕрекен Гостилицы ялĕнчи «Колокольня» текен сăрт çинчи тăванлăх масарне пытарнă. 2024-мĕш çулхи майăн 9-мĕшĕнче Кирилл Захаров ятне ĕмĕр асăнмалăх «Гостилицкий» мемориал çине çырса хунă.
Çемен Еремеев вăрçăччен Сталинградри трактор тăвакан заводра ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче шăпа ăна каллех çакăнта илсе çитернĕ, вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тĕл пулнă вăл. Хулана хÿтĕлесе питĕ йывăр аманать, вăл Сталинграда хÿтĕлесе паттăррăн çапăçса вилнĕ тесе яла «хура хут» та килет. Анчах паттăр салтак вилĕме парăнмасть, госпитальте тухтăрсем ăна вилĕмрен çăлса хăвараççĕ. Сывалнă хыççăн каллех тăшмана хирĕç çапăçма малти рете васкать. 1943 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче Белоруссинче куçса çÿрекен госпитальте ÿпке шыççипе унăн пурнăçĕ татăлать. Ăна Витебск облаçĕнчи Пронское текен ялтан 300 метр кăнтăр хĕвел тухăç енне вырнаçнă çар çыннисен масарĕн пĕрремĕш участокĕнче пытарнă.
Кĕркури 1943-мĕш çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Ростов облаçĕнчи Тарасово районне кĕрекен Колодези ятлă хутор патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хыпар çитнĕ яла. Паттăр салтака Липовка салин Тăванлăх масарне пытарнă. Вăрçă хыççăн çамрăк йĕрлевçĕсем нумай çул хушши Агния Захаровнăпа çыру çÿретнĕ, вĕсем Тăванлăх масарĕнчи Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Салтаксен вилтăприсене пăхса, тасатса тăни çинчен пĕлтерсех тăнă.
Вăрçăн йывăр та вăрăм çулĕпе Захаровсен чи аслă ывăлĕ Лекçей утса тухни паллă. Малтан ăна 1945 çулхи май уйăхĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă тесе шутланă. Каярахпа архиври документсенчен çакă паллă пулнă: Алексей Захаров виçĕ хутчен аманнă, тыткăна лекнĕ, тыткăнра «Освободитель» юхăмра тăнă, çак ушкăнпа пĕрле тыткăнран тарма пултарнă, Югославири партизансен отрячĕпе пĕрлешсе тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Аллинчи пÿрнисем татăлнă пулсан та пĕр çапăçуран та юлман. 1945-мĕш çулхи мартăн 11-мĕшĕнче пĕр хĕрÿ çапăçура пуçне хунă. Ăçта пытарни паллă мар.
Иван Еремеев вăрçăра Ленинград хулине паттăррăн хÿтĕленĕ, 1942 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче сулахай аллине мина осколокĕ Лекнипе йывăр аманнă, алă лаппине татма тивнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Иван Захаровича Виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, 1-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медальсемпе чысланă. Вăрçă хыççăн мăшăрĕпе, Ксения Павловнăпа, 11 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Дмитрий Захаров Япун самурайĕ- сене хирĕç çапăçнă, Ăна «Хăюлăхшăн», «Паттăрлăхшăн», «Японие хирĕç паттăррăн кĕрешнĕшĕн» медальсемпе чысланă.
Çак çĕнĕ информацисене пĕр тă-ван Захаровсем çинчен 2023-2024-мĕш çулсенче Захаров Алексей Захаровичăн кĕçĕн мăнукĕ Алексеев Юрий Николаевич пухса палăртнă.
Пĕр тăван Захаровсем çуралса ÿс-нĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Вĕсем выляса ÿснĕ урама «Пĕр тăван Захаровсен урамĕ» ят панă.
Евгений Анисимов ячĕпе хисепленекен шкулта, ял библиотекинче Мухтавлăх кĕтесĕсем пур.
Çĕнтерÿ кунĕнче тата ытти паллă кунсенче шкул ачисемпе, ял çыннисемпе пĕрле ентешсене асăнса Асăну кунĕсем, Паттăрлăх кунĕсем иртеççĕ.
Маларах каларăм ĕнтĕ, ял тăрăхĕн Асăну кĕнекине кăлариччен шырав ĕçĕсем чылай ирттерме тиврĕ. Пирĕн списокра Çĕнĕ Шелттемре 1923 çулта çуралнă Петров Алексей Петрович пулнă. Ăна Сталинграда хÿтĕлесе паттăрла вилĕмпе вилнĕ, Мамай курганне пытарнă тесе шутланă. Шырав вăхăтĕнче тата тепĕр Петров Алексей Петрович тупăнчĕ. Вăл та 1923 çулта Çĕнĕ Шелттемре çуралнă, вăрçăра санинструктор пулнă. Ăна 1944, 1945, 1946 çулсенче наградăсемпе чысланине пĕлтĕмĕр. Шырав пуçланчĕ: кам-ши çак Петров Алексей; Пире Анна Ивановна Николаева çак Петров Алексей кам пулнине пĕлтерчĕ.
— Кам вăл, Анна Ивановна;
— Анна Ивановна ял тăрăхĕн администрацийĕнче нумай çул хушши специалист пулса ĕçленĕ. Çавăнпа ял çыннисен пурнăçне, кун-çулне пирĕн-тен лайăхрах пĕлнĕ: «Ку Петрушка пиччесен ывăлĕ Лекçей тете, _ терĕ вăл пире. _ Ун çинчен Юркин Геннадий лайăх пĕлет. Ун патне Алексей Петрович нумаях пулмасть çыру та янă». Эпĕ тÿрех Юркин Геннадий патне чупрăм. Вăл мана çыру тыттарчĕ. Çакна пĕлтĕм: Петров Алексей чăнах та санинструктор пулнă вăрçăра. Пĕр çапăçура вăйлă аманать, штабри писарь ăна сывалаймасть тесе шутланă ĕнтĕ. Çавăнпа çемйине «хура хут» ярса панă. Алексей Петрович вара сывалнă хыççăн вăрçă çулĕпе малалла утнă, Берлина та çитнĕ. Вăл Украинăра 2007-мĕш çулччен пурăннă.
— Вăл тăван ялне килсе кайман-и;
— 2000-мĕш çулччен килсе кайнă, кайран, ватăласпа, килейми пулнă ĕнтĕ. 2004 çулта Украинăра пăтăрмахсем пуçланчĕç. Çав 2004 çултах ун патне икĕ çутчен те çыру ятăм, «çырса пĕлтерĕр-ха вăрçăра мĕнле çапăçни çинчен», _ тесе. Хыпар-хăнар пулмарĕ. Каярахпа виççĕмĕшне те çыртăм, ун çине те хыпар пулмарĕ. Каярахпа Алексей Петрович 2007-мĕш çулта çĕре кĕни паллă пулчĕ.
— Таисия Васильевна, эсир Радикова та асăннăччĕ…
— Радиков Константин Кузьмич 1919 çулта Çĕнĕ Шелттемре çуралнă, ăна вăрçăчченех хĕсмете илнĕ. Вăрçă пуçлансан яла вăл хыпарсăр çухални çинчен «хура хут» çитнĕ. 2016 çулта ман пата Шупашкартан Евгений Шумилов шăнкăравларĕ. Вăл пĕр шкулти «Шырав» ушкăнăн ертÿçи. «Радиков Константин Кузьмич çинчен мĕн пĕлетĕр;» _ тет. Хам мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа патăм. Ун çинчен «Ас тăвăм» кĕнекерен 1919 çулта Çĕнĕ Шелттемре çурални, 1941 çулта хыпарсăр çухални паллă. Шумилов вара Радиков çинчен тыткăна лекнисен сайтĕнче сведенисем пулнине пĕлтерчĕ. Радиков Брест крепоçĕнче, 333-мĕш стрелковăй полкра хĕсметре тăнă. Нимĕç фашисчĕсем вăрçă пуçарса ярсан Брест крепоçне хÿтĕлекенсен паттăрлăхĕ çинчен нумай кĕнеке çырнă, кинофильм ÿкер- нĕ, тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Çирĕм икĕ çулхи Константин Радиков крепоçа хÿтĕлекенсенчен чĕрĕ юлнă çар çыннисенчен пĕри пулнă. Июлĕн 24-мĕшĕнче ăна нимĕçсем тыткăна илеççĕ те, Нойхаммер хулинчи ?халĕ Польша территорийĕ/ тыткăна лекнĕ çар çыннисен лагерьне ăсатаççĕ. Ăна августăн 27-мĕшĕнче чеччерен ?оспа/ тата тифран ?;/ прививка тăваççĕ. 1941-мĕш çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Радикова командăпа пĕрле 3-мĕш авиабаза объекчĕсене тума илсе кайни паллă. 1941 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Константин Радиков вилет. Виллине çÿп-çап тăкакан вырăна ?«мусорная свалка»/ пытарнă. Документсем çине çапла çырнă.
— Тавах сире, Таисия Васильевна, хăвăрăн паттăр ентешĕрсем çинчен уçăмлă та витĕмлĕ каласа панăшăн. Сывлăх сире, ĕçре, пурнăçра ăнăçу пултăр.
Василий ЛАПИН калаçнă