Стальская (хĕр чухнехи Петрова) Александра Петровна Çĕрпÿ районĕнчи Кĕçĕн Çавал хĕрринче вырнаçнă илемлĕ Елюккасси ялĕнче 1935 çулта апрелĕн 1-мĕшĕнче вăтам хресченĕн нумай ачаллă çемйинче çуралнă.
Сакăр çул тултарсан хăйсен ялĕнчен икĕ çухрăмра вырнаçнă Паваркассинчи вăтам шкула çÿ-реме пуçланă, унта çичĕ класс пĕтернĕ. Шкул хыççăнах çамрăк хĕрача пĕр ватăрах хĕрарăмпа колхоз ферминче сурăхсем пăхма тытăннă. Вăл унта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн аппăшĕ вырăнне ĕне сума куçнă.
1958 çулта Александра ?ялти пек каласан Шурккă/ ялти хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Смоленск облаçне торф кăларма тухса кайнă. Унтан таврăнсан вăл Канаш районĕнчи кÿршĕ Шăхаль ялĕн каччипе паллашса çемье çавăрнă. Упăшки Стальский Эдуард Евлампьевич нимĕнле ĕçе те тиркемен. Колхозăн ĕне ферминче дояр пулса та ĕçленĕ. Анчах та 1981 çулта, Эдуард хăрушă инкеке пула, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Шурккă аппа пилĕк ачапа тăрса юлнă: асли — вун сакăр çулта, кĕçĕнни вара — тăххăрта.
Пуçа усса ларма вăхăчĕ те, майĕ те пулман тăлăх хĕрарăмăн. Ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе канăçа пĕлмесĕр вăл «Правда» колхозăн виççĕмĕш комплекслă бригадинче вăй хунă. Ытларах Шурккă аппа фермăра ĕне сунă, тепĕр чухне сысна, пăру, сурăх пăхакан та пулнă. Бригадăра хăмла пахчинче те тăрăшнă. Ачисене хунямăшĕ Пăхса пулăшнă.
1985 çулта вăл икĕ медаль илме тивĕçнĕ: пĕри – 5 ачана пăхса ÿстернишĕн, тепри – «Ĕç ветеранĕ». Ку медальсене унăн кăкăрĕ умне ферма ĕçченĕсемпе канаш- лу ирттернĕ вăхăтра çакса янă. Шурккă аппа хисеплĕ ята тивĕçнишĕн питĕ савăннă.
Шел пулин те çак медальсем тата вĕсен удостоверенийĕ- сем сыхланса юлайман. Ачисем выляса çухатнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман вăл: колхоз столовăйĕнче апат та, çемçе çăкăр та пĕçерме ĕлкĕрнĕ. Çурхи тата кĕрхи ĕçсем пĕтиччен виçĕ çул поварта ĕçленĕ.
Паянхи кун Шурккă аппа тăван килĕнче, кĕçĕн хĕрĕн Наташăн çемйипе савăнса пурăнать.
Ал-ĕç ăсти вăл, пĕрре те ĕçлемесĕр лармасть: хитре çипсемпе алсиш-нуски, скатертьсем, ковриксем çыхать. Çулла чăх-чĕп, кăвакалсем пăхса ÿстерет.
Калас пулать, вĕсен килĕнче пурăнакансем пурте ал-ĕç тума маçтăр. Амăшĕ çинчен çыртăм ĕнтĕ. Хĕрĕ те çавăн пекех. Кĕрÿшĕ те, Никандров Анатолий Владимирович, Мускавра вахта мелĕпе ĕçлекенскер, киле килсенех турăшсем, пейзаж картинисем бисерпа тĕрлет. Пĕлтĕр Шăхальти культура çуртĕнче унăн ĕçĕсемпе курав та ирттертĕмĕр.
Шурккă аппан тепĕр киленĕçĕ – кĕнеке-журнал вулама юратни. Куçлăхсăр вулать вăл вĕсене. Хĕрĕ Кăшнаруй библиотекинчен кĕнекесем илсе килсех тăрать. Юлашки вăхăтра православи тĕнĕн «Ырă хыпар» журналне хак- лă хăнана кĕтнĕ пекех кĕтет.
Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿс- терсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă Александра Петровна.
Хальхи вăхăтра вунă мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать.
Эпир те ăна ветерансен енчен çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Альвина ИВАНОВА,
Кăшнаруй ял территорийĕн ветерансен канашĕн председателĕ, Шăхаль ялĕ