Водительсен рейс умĕнхи тĕрĕслевне телемедицина майĕпе ирттерме пуçласшăн.
Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре пĕрремĕш. Çĕнĕ меслет епле ĕçленине шăпах пирĕн регионта тĕрĕслеççĕ. Хальлĕхе ятарлă аппарат умне çула тухиччен троллейбус водителĕсем лараççĕ.
Системăна табель номерĕпе кĕмелле. Алкотестер юнри алкоголь шайне палăртать. Унсăр пуçне юн пусăмне, ÿт температурине виçмелле. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан принтер стик ичетлесе парать.
Çĕнĕ меслете тĕрĕсленĕ хыççăн ăна çĕршывĕ-пех ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ.
Хамăр инф.