Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçĕç

Пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçĕç

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле Чăваш Енре пурăнакан 41 пин ытла çын пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе вăрçă инваличĕсене, фашистсен ункине лекнĕ Ленинградра пурăннисене, лагерьсенче асапланнисене, салтак арăмĕсене 20 пин тенкĕ парĕç. Тыл ĕçченĕсемпе «вăрçă ачисем» 5-шер пин тенкĕ илĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *