Шупашкарти «Çĕнтерÿ» паркĕнче, çамрăксенчен йĕркеленĕ хисеп караулĕсен, конкурсĕ иртнĕ. Унта Сиккасси шкулĕн кадечĕсем те хутшăннă. Пирĕн ентешсем тĕп хуларан пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. Пулас салтаксене караулта тăма шкулти кадет класĕн ертÿçи Борис Кочанов хатĕрленĕ:
— «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой» патриотла акцие кăçал республикăри 16 шкул хутшăнчĕ. Хисеп караулĕсем асăннă конкурсра виçĕ ушкăнта тупăшрĕç. Пирĕн шкулăн кадечĕсем хăйсен ăсталăхне чи кĕçĕннисен ушкăнĕнче кăтартса пама пултарчĕç. Конкурсри виçĕ çар элементне: ялав йăтса утассине, палăк умне карçынкка пырса хурассине тата 1-мĕш поста кĕрессине тивĕçлĕн пурнăçласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Кадетсене çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатăп. Вĕсен ăсталăхне малашне те кунран-кун ÿстерсех пырăпăр.
Хамăр инф.

