Канаш Енре шкулти театрсен фестивалĕ иртнĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне яланхиллех Шăхасанти культура çурчĕн сцени çинче кăтартса панă. Çамрăк артистсен пултарулăхĕпе Канаш тăрăхĕнчи информаципе методика центрĕн ертÿçи Светлана Иванова паллаштарать:
— Çулсеренех шкулти театрсен фестивальне ирттеретпĕр. Кăçалхи çул ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа _ 80 çул тата Николай Терентьев драматург çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттертĕмĕр. Унта пĕлÿ çурчĕ- сенчи вунă пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Сцена çине тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăк артистсем вăрçă темипе çыхăннă постановкăсемпе тухрĕç. Куракансене тылра Çĕнтерĕве туптанă çынсен йывăр пурнăçĕпе шăпине уçса пама тăрăшрĕç. Ачасен ĕçĕсене тÿресем вырăсла тата чăвашла йышăнчĕç. Çав вăхăтрах çамрăк артистсен ăсталăхĕ çулран-çул ÿссе пынине те палăртса хăварчĕç. Фестивальте, вырăсла постановкăпа сцена çине тухса, Катек шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Салтак амăшĕн монологне чăвашла каласа Ухман шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Даша Максимова палăрчĕ. Шуркасси, Вăтапуç тата Шăхасан шкулĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Ытти шкулсене пурне те виççĕмĕш вырăнсем парса хавхалантартăмăр.