Четверг, 15 октября, 2026
Главная > Публикации > Чире вăхăтра тупса палăртар

Чире вăхăтра тупса палăртар


2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çĕнĕ «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май «Кашнин валли сывлăх» федераци программине пуçарнă.
Унăн тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех диспансеризаци тата профилактика тĕллевĕпе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ йĕркелесси. Диспансеризаци вăл – профилактика мероприятийĕсен комплексĕ. Вĕсен пурте пĕр тĕллев – этемĕн пĕтĕмĕшле сывлăхне хак-лас, çавăн пекех малтанхи тапхăрти йывăрлăхсене, вăрахчен сисĕнмесĕр иртекен тата палăрма ĕлкĕреймен чир-чĕре, тупса палăртасси. Чылай чухне вĕсене кая юлса, сиплев тухăçлăхĕ чылай чакнă тапхăрта, тупаççĕ. Чире вăхăтра тупса палăртни вара ăна аталанма памасть.
Диспансеризаци программи Раççейре 2013 çулта старт илнĕ. Ăна обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕнче пурнăçлаççĕ. Эппин, Раççей çыннисем диспансеризацие ОМС полисĕпе тӳлевсĕрех тухма пултараççĕ. Диспансеризаци иртмелли тап-хăр ӳсĕмрен килет. 18-39 çулсенчи çынсен кашни виçĕ çулта диспансеризаци тухмалла. 40 çултан пуçласа вара – кашни çулах.
Диспансеризаци ирттернĕ май Патшалăх гарантийĕн программине çĕнĕлĕх кĕртнĕ. 2024 çултан пуçласа йăха тăсма пултармалли ӳсĕмри /18-49 çулсенчи/ хĕрарăмсемпе арçынсем профилактика медицина мероприятийĕсем иртнипе пĕрлех, çулĕсене кура, хăйсен репродуктивлă сывлăхне хаклакан диспансеризаци иртме пултараççĕ. Çак тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ – чир паллисене асăрхасси е ача çуратассине япăх витĕм кӳме пултаракан чир-чĕре тупса палăртасси.
Унсăр пуçне 2024 çултан пуçласа диспансеризаци вăхăтĕнче 25 çултан аслăрах граждансем пурте 10 çулта пĕр хутчен С гепатит- ран тĕрĕсленмешкĕн анализ тӳлевсĕр пама пултараççĕ.
Коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ граждансем валли анлăрах диспансеризаци программи те пур. Вăл 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлет. Хушма тĕрĕслевсем кĕртекен анлă çак программа çын организмĕнче улшăнусем пуррине тата чирлеме пултараслăха сирме пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *