Канаш епархийӗнче Екатеринбургри «Союз» православи телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре вӗсем икӗ кун ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче, вырӑнти сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче сюжетсем ӳкернӗ.
Ӳкерӳ ӗҫне Шӑхасанти 6-мӗш «Б» православи класӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ.
Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне халалланӑ кӑларӑм ҫулла эфира тухӗ.