Шупашкарта урамра кино кӑтартма тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинозалӗ кинона урамра кӑтартать. Ҫуллан малтанхи уйӑхне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Отряд Светлячков» фильм кӑтартнӑ. Тӳлевсӗр черетлӗ кинона ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче курма май килнӗ. Ун чухне «Пять сыновей Марии» кинона йыхравланӑ. Ҫанталӑк начар чухне, ҫумӑр ҫусан киносене пӗчӗк залта кӑтартаҫҫӗ.

