Суббота, 24 октября, 2026
Главная > Публикации > Нумай ачаллисене пулăшаççĕ

Нумай ачаллисене пулăшаççĕ


Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Регионăн управлени центрĕнче ?ЦУР/ Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова тÿрĕ эфира тухса çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Калаçу республикăри нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿмелли мерăсем çинчен пынă. Ку темăна ахальтен мар суйланă. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта çеç социаллă сетьсенче асăннă пулăшу мерисемпе çыхăннă 200 ытла ыйту панă.
Хальхи вăхăтра республикăра 19 пин ытла нумай ачаллă çемье пурăнать. Министр палăртнă тăрăх, çемьесен ырлăх-сывлăхĕ яланах малти вырăнта пулмалла. Регионти влаçсем нумай ачаллă çемьесен пурнăçне çăмăллатма çĕнĕ пулăшу мерисем ĕçе кĕртсех тăраççĕ.
Çынсене ытларах пăшăрхантаракан ыйтусем _ нумай ачаллă çемьесене Чăваш Енри вузсенче тата вăтам професси учрежденийĕсенче вĕренме компенсаци пани, шкул форми туянма пĕр хутчен паракан тÿлеве камсем тивĕçни тата ыттисем. Алена Елизарова тÿрĕ эфир вăхăтĕн- че вĕсене тĕплĕн ăнлантарса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *