Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Аталану стратегине  тишкернĕ

Аталану стратегине  тишкернĕ

Аслă экономика канашĕнче тĕрлĕ отрасль стратегине тишкересси иртнĕ эрнере малалла тăсăлнӑ. Ку хутĕнче кун йĕркинче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕ пулнӑ.  

Иртнĕ пилĕк çулта Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çĕнĕрен йĕркеленнĕ предприятийĕсен шучĕ 40 процент ытла ӳснĕ. Республика экспорчĕн тĕп пайĕ – 95 процент – вĕсен тӳпи. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ – 1,7 хут, регион бюджетне хывакан налуксен калăпăшĕ 2 хут ытла хушăннă. Унсăр пуçне МСП ĕçченĕсен шучĕ те 50 процента яхăн пысăкланнă.

Стратегире пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли комплекслă тытăм йĕркелессине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *