Суббота, 17 октября, 2026
Главная > Публикации > Предприятисем валли хатĕр специалистсем килĕç 

Предприятисем валли хатĕр специалистсем килĕç 

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче «Профессионалитет» проектпа килĕшÿллĕн строительство енĕпе вĕрнтÿпе производство центрĕ уçăлнă. Проекта пурнăçлама вĕрентÿ учрежденийĕ  тĕллевлĕ гранта тивĕçнĕ. Ытти укçана регион бюджечĕпе предприяти-партнерсем уйăрнă. Техникумра туса ирттернĕ ĕçсемпе Пĕлÿ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашнă.

– Ку пирĕншĕн питĕ сумлă пулăм. Çакнашкал темиçе «Профессионалитет» ĕçлет те ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри – икĕ-виçĕ çул та. Вĕсене йĕркеленине кура ачасем техникумсемпе колледжсене хаваспа вĕренме кĕни куçкĕрет. Студентсем пахалăхлă пĕлÿсĕр пуçне вĕреннĕ вăхăтрах лайăх шалу илме пултараççĕ. Кунта вĕренекен ачасем профессионалсем пулни пире те, студентсене те, вĕрентекенсене те пысăк шанăç парать, – тенĕ Олег Алексеевич.

«Профессионалитет» проект- па килĕшÿллĕн колледжсемпе техникумсен никĕсĕ çинче предприяти-партнерсем укçа хывса вĕрентÿ кластерĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем студента çĕнĕ йышши хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентнипе уйрăлса тăраççĕ. Строительство техникумĕ проекта пурнăçлама хулари 11 предприятие явăçтарнă. Вĕрентÿпе производство центрне хута ямашкăн пÿлĕмсене юсанă, кирлĕ оборудовани туяннă, брендпа килĕшÿллĕн проект ыйтнине тивĕçтернĕ. Предприятисем проекта хутшăнса хăйсем валли çамрăк, пысăк шанăç паракан, тăрăшуллă специалистсене хатĕрлеççĕ.

Техникум грант çĕнсе илнĕ хыççăн çав укçапа 14 специальноçпе вĕрентмешкĕн çĕнĕ оборудовани туяннă. Пÿлĕмсене геодези тĕпчевĕсем ирттермелли, çĕр виçмелли хатĕрсемпе, компьютерсемпе пуянлатнă. Кăçалтан пуçласа мĕн пур студент çак техникăпа ĕçлеме пултарĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче «Профессионалитет» проектпа техникумра 600 ытла ача пĕлÿ илĕ. 

Çак программăпа вĕренекенсем 3,5-4 çул вырăнне 2,5 çул ăс пухаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант – студентсем предприятисенче практикăра пулса паха опыт пухни. Предприятисем валли экономикăн чăн секторĕн требованийĕсене тивĕçтерекен хатĕр специалистсем килĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *