Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫӗнӗ шкулсем уҫӑлнӑ

Ҫӗнӗ шкулсем уҫӑлнӑ

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта тунтикун пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *