Пятница, 9 октября, 2026
Главная > Публикации > Вӑрманта ҫухалса кайнӑ

Вӑрманта ҫухалса кайнӑ

Кӑмпа вӑхӑчӗ пырать. Ҫавна май ҫынсем  вӑрмана кайсан ҫухалса каяҫҫӗ. Кун пек тӗслӗх Патӑрьел округӗнче пулнӑ, унта харӑсах 6 ҫын ҫухалса кайнӑ. Кун пирки полицие кӑнтӑрла пӗлтернӗ.

Ҫак ҫынсем Люля поселокӗ ҫывӑхӗнче кӑмпана кайнӑ. Анчах вӗсем шала кӗрсен каялла тухмалли ҫула тупайман.

Кун пирки шӑнкӑравласа пӗлтерсен вӗсене полицейскисем тата волонтерсем шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсен машинине тупнӑ. Ун хыҫҫӑн сасӑ тата ҫутӑ сигналӗсем пама тытӑннӑ. Ҫапла кӑмпаҫӑсем тупӑннӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *