Пятница, 16 октября, 2026
Главная > Публикации > Пресса спорчĕн фестивальне хутшăннă

Пресса спорчĕн фестивальне хутшăннă

Шăматкун Шупашкарта, «Олимпийский» стадионта, «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессипе çăмăл атлетика енĕпе эстафета иртнĕ.

 Кăçалхипе ăна 87-мĕш хут йĕркеленĕ. Ăна СССР летчик-космонавтне, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройне Андриян Григорьевич Николаева асăнса çулсеренех ирттереççĕ.

Ăмăртăва пуçтарăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Вăл спорт уявĕн икĕ ырă енне палăртса хăварнă, пĕрремĕшĕ _ хăвна çăмăл атлетикăра тĕрĕслесе пăхасси, иккĕмĕшĕ _ паллă ентешĕн Андриян Николаевăн ятне сума суни. 2029 çулта Андриян Николаев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăвăпăр, пресса спорчĕн фестивалĕ ун чухне тата та анлăрах иртĕ.

Эстафета пуçланиччен регион ертÿçи ГТО комплексне пурнăçламалли лапампа паллашнă. Ăна стадион çумĕнче 2022 çулта хута янă пулнă. Вăл спортпа туслă ентешсене кашни задание ăнăçлă пурнăçлама ăнăçу суннă, ГТО юхăмĕ регионта аталанса пыни сывлăха çирĕплетме пулăшнине палăртса хăварнă.

«Олимпийский» стадионăн тĕп арени çине 120 ушкăн тухнă. Мероприятие пĕтĕмпе 800 ытла атлет хутшăннă. Чи малтан VIP чупу старт илнĕ, унтан ытти командăсем мала тухассишĕн тупăшнă. Эстафетăн пысăк йышпа иртекен чупăвне Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Канашри уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *