Пятница, 16 октября, 2026
Главная > Публикации > 13 пин ытла ача пуçласа парта хушшине ларнă

13 пин ытла ача пуçласа парта хушшине ларнă

Чăваш Енĕн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ачасен çуллахи канăвне пĕтĕмлетнĕ тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ мĕнле пуçланни çинчен каласа кăтартнă.

Çĕртме-çурла уйăхĕсенче республикăри лагерьсенче (29 кану тата сывлăх  организацийĕнче) 73 пин ытла ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттернĕ.

 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара республикăра парта хушшине пĕтĕмпе 151 пин ача ларнă. Вĕсенчен 13 пин ытларахăшĕ – пĕрремĕш классем. 18 вузпа колледж-техникумра 68 пин студент вĕренет. Çав шутра 17 пинĕшĕ пĕрремĕш курса килнĕ. Пĕлӳ кунĕ йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнĕ. Куншăн министр ыттисемпе пĕрлех полицие, Росгвардие тав тунă.

Пĕлӳ кунне шкулсенче «пĕлтерĕшлĕ калаçуран» пуçланă – «çыннăн мĕншĕн вĕренмелле?» темăна сӳтсе явнă. Шкулсен автобус паркне çĕнетнĕ – çурла уйăхĕн вĕçĕнче вĕсене çĕнĕ 39 автобус панă. Çĕнĕ виçĕ шкул уçнă. Çĕнĕскерсенче малтан палăртнинчен ытларах ача пулнине кура учебниксем çителĕксĕрри палăрнă, ку ыйтăва татса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *