Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Малалла тӑсма тĕллев лартнӑ

Малалла тӑсма тĕллев лартнӑ


Шупашкарти медицина колледжĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕн «Сывлӑх патне – утӑм» проектне мĕнле пурнӑҫланине пĕтĕмлетнĕ.
Мероприятире республикӑри медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсем, проекта хастар хутшӑннӑ врачсем пулнӑ. Пухура асӑннӑ проект питĕ пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине палӑртнӑ, ӑна малалла тӑсма тĕв тунӑ.
Шурӑ халатлисем пĕтĕмпе 518 хут вырӑна тухса пациентсене «Сывлӑх пункчĕсенче» йышӑннӑ. Пĕтĕмпе республикӑри 66580 ҫыннӑн сывлӑхне тĕрĕсленĕ. 20 пин ҫынна хушма тĕрĕслев ирттерме янӑ. Кунсӑр пуҫне «Сывлӑх шкулĕсем» ĕҫленĕ. Чылай ҫын гриппран прививка тутарнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *