Чӑваш Енри транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари 60-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайон урлӑ кайӗ.
«Химтехникум – Университет» маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Шупашкар еннелле кайнӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона пӑрӑнса кӗрӗ. Кайран ГИБДД посчӗ пулнӑ вырӑнтан тухӗ. Малалла вара хӑйӗн ҫулӗпех кайӗ.
Хальлӗхе маршрут хӑҫан улшӑнассине пӗлтермен.

