Виҫӗ кинемее 850 пин тенкĕлĕх улталанӑ.
Йĕрке хуралҫисем телефонпа шӑнкӑравласа «укҫа ҫапакансен» курьерне тытса чарнӑ. 20 ҫулти каччӑ анлӑ сарӑлнӑ меслетпе «ĕҫленĕ». Ватӑсене тӑванĕ инкеке лекнине пĕлтернĕ.
3 хĕрарӑм (чи асли – 87 ҫулта ) палламан ҫынна пухса пынӑ укҫине парса янӑ.
Ултавҫа Чулхула облаҫĕнче тытнӑ. Ун тĕлĕшпе уголовлӑ ĕҫ пуҫарнӑ.
Асӑрхануллӑ пулӑр!

