Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енре ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫланӑ.
Фермерсен тата харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче туса илнӗ продукцие 48 суту-илӳ лапамӗнче сӗнеҫҫӗ.
Республикӑри кашни муниципалитетрах юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен аш-какай, пулӑ, пахча-ҫимӗҫ, пыл туянма май пур.
Ярмӑркка ирттернин тӗллевӗ — ҫӗр ӗҫченӗсене тухӑҫа вырнаҫтарма пулӑшасси, халӑха экологи тӗлӗшӗнчен таса продукципе тивӗҫтересси.

